АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ _ пирĕн асăмра

25 августа 2017 г.

Петр Александрович Сидоров (27.08.1927 _ 12.11.1995) экономист, вĕрентỹ йĕркелỹçи, географи наукисен кандидачĕ, экономика наукисен докторĕ, профессор, Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ 90 çул каялла Еншик ялĕнче çуралнă.

Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) историпе филологи, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн географи факультечĕсенче вĕренсе ăс пухнă. Ĕç стажне Еншикри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн (халĕ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ) наука сотрудникĕ, СССРти наука академийĕн Çĕпĕр отделенийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ, экономика пайĕн заведующийĕ, Белорус ССРĕн Патшалăх планĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев экономика институчĕн пай пуçлăхĕ пулнă. 1967 çултан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче тăрăшнă: халăх хуçалăх экономикин кафедра заведующийĕ, профессор, университет ректорĕ.

130 ытла наука ĕçĕн авторĕ пирĕн ентеш. Петр Александрович Аттелĕх вăрçин 1 степеньлĕ, Халăх туслăхĕ орденсене, медальсене тивĕçнĕ.

А.Иванов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика