АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринарсен ĕçĕ яваплă та, хисеплĕ те

29 августа 2017 г.

Ветеринари ĕçченĕсем кулленхи тăрăшулăхĕпе выльăх-чĕрлĕх сывлăхне упраççĕ, вĕсенчен хăрушă чир-чĕр сарăласран, çынсене ересрен хỹтĕлеççĕ. Аш-какайпа сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ, çимĕçе мĕнле хатĕрленипе тата упранипе интересленеççĕ.

Ветеринари мероприятийĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыни çак служба ĕçченĕсен тимлĕхĕнчен сахал мар килет. Иртнĕ çул çурла уйăхĕнче Пăрачкав, Улатăр районĕсенче уйрăм хуçалăхсенче сыснасем, каярах вăрманта хир сыснисем африка чумипе чирлесе вилнине тупса палăртрĕç. Район территорине çак усал амак ан килтĕр тесе çирĕп мерăсем йышăнма тиврĕ. Çакăнта район администрацийĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăх пуçлăхĕсемпе килĕштерсе, ăнланса ĕçленин витĕмĕ те пысăк.

Пирĕн тĕллев _ мĕн пур тытăмри хуçалăх выльăхĕсене профилактика ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе чир-чĕртен сыхласси, сиплесси.

Районти патшалăх ветеринари службинче 32 специалист ĕçлет, вĕсенчен 19-шĕ аслă пĕлỹллĕ. Хуçалăхсенче тата 8 ветеринар пур. Л. Волкова, К. Акишева, Х. Хамматов, И. Багманов, Р. Азизов, Н. Белова 30-шар çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Çавăн пекех Т. Семенова, Т. Чумакова, Л. Козлова çамрăк специалистсене ырăпа палăртса хăварас килет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекен выльăх тухтăрĕсем пирки те ăшă сăмахсем çеç каламалла.

Паянхи ỹсĕмсенче маларах вăй хунă ертỹçĕсен тỹпи те пысăк. Ветеринари станцине П. Клычков, М. Тайкин, Г. Платонов, М. Артемьев, В. Филимонов, А. Сапожников, Н. Чернышев ертсе пынă. Вĕсем кашниех районти ветслужба аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă, унăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă.

П. Ефимов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика