АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци ячĕпе _ сцена çине

29 августа 2017 г.

Раççейре йĕркелекен "Кино каçĕ" акцие пирĕн район çулсеренех хутшăнмасăр юлмасть. Хальхинче çак ятпа Патăрьелĕнчи кану паркĕнчи сцена çинче вокалпа хор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлакан С. Чернова, районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн председателĕ Т. Полякова саламланă.

Кунтах сцена ăстисен пултарулăхне те хакланă. Тĕп парнене Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи "Чемен" фольклор ансамблĕ çĕнсе илнĕ. Сăмах май каласан, вĕсем район шайĕнче йĕркелекен чылай уявра хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Конкурса хутшăннă ытти хастар коллективсене те дипломсемпе чысланă.

Юлашкинчен акцие хутшăннисем тĕрлĕ кинофильм пăхнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика