АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тата шыв _ паянхи ыйтусем

29 августа 2017 г.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов республикăри çул-йĕр министерствин "Чăваш Енри автомобильсен çул-йĕр управленийĕ" хысна учрежденийĕн пай начальникĕпе С. Волковпа тата "ПМК "Партнер-холдинг" пĕрлешĕвĕн директорĕпе А. Козловпа курнăçнă. Тĕл пулура Патăрьелĕнчи икĕ çухрăм ытла тăсăлакан "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" çула графикпа килĕшỹллĕн тĕплĕн юсасси тата пахалăхлă тăвасси пирки калаçнă. Сăмах май, объекта кăçалхи октябрь вĕçĕнче ĕçе кĕртмелле.

Çак кунах районта ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ М. Иванов та пулнă. Вăл район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов хăйĕн çумĕсемпе _ Л. Кузнецовпа, Н. Красновпа тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕпе Н. Ялуковпа, "Водолей" пĕрлешỹ директорĕпе Ф. Уфуковпа ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Мероприятинче Патăрьелĕнче шыв кĕртес тата канализаци ыйтăвне пăхса тухнă. Çавăн пекех хутмалли сезона мĕнле хатĕрленни пирки те сăмах пуçарнă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика