АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе _ эстафета

05 сентября 2017 г.

Иртнĕ шăматкун, авăнăн 2-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче, "Авангард" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупакансен эстафета ăмăртăвĕ иртрĕ. Район 90 çул тултарнине халалланă ăмăртура спортсменсем кăçалхипе 41 хут старта тăчĕç.

Йăлана кĕнĕ мероприяти ял хуçалăхĕнчи хĕрỹ ĕççипе тỹр килнине пăхмасăрах сцена умне командăсем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç. Районти "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн çумĕ А. Афанасьев спортсменсем парада хатĕр пулни пирки пĕлтернĕ хыççăн чăн малтанах çăмăл атлетсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С. Чернова саламларĕ, пархатарлă та сумлă мероприятие çулсеренех йĕркеленĕшĕн, унта çамрăксене, ытти коллективсене, уйрăм çемьесене те явăçтарнăшăн тав турĕ. "Спорт вăл илемлĕх те, вăй та, пысăк хавхалану та...", _ палăртрĕ Светлана Алексеевна пурне те пысăк ăнăçу сунса. Район юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва хапăл тунисене "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ А. Козлов та ăшшăн саламларĕ. Александр Иванович кĕскен хаçат пурнăçĕпе паллаштарчĕ, старта тăма хатĕрленекенсене ăнăçу, пысăк çĕнтерỹ сунчĕ. Уява хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, район хаçатне 19 çул ытла ертсе пынă А. Салмин хăйсен сăмахĕсенче йăлана кĕнĕ эстафетăна малалла та тăсма ырă сунчĕç.

Старта пĕрремĕш ветерансем тăчĕç. Аслă ăрури çынсем тăрăшса чупнине, çаврăм хыççăн çаврăм тунине пăхма кăсăклă пулчĕ. Çапах та çак ушкăнрисенчен Нăрваш Шăхальсене çитекенни пулмарĕ. Финиша иккĕмĕш кĕрекенсем Первомайскисем, виççĕмĕшсем "Пограничное братство" общество хастарĕсем.

Шкул ачисем эстафетăра ыткăнса чупнине сăнакансем сисрĕç пулĕ, хальхинче те вăрăм каникул хыççăнхи пĕрремĕш ăмăртурах вăйлинчен вăйлисем çивĕч тупăшура палăрчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче финиша чăн малтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Нăрваш Шăхаль тата Первомайски вăтам шкул коллективĕсем пайларĕç. Вăтам шкулсенчен Первомайскисене çитекенни пулмарĕ. Патăрьелĕн- чи пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкул командисем те призерсен шутне кĕчĕç. Сăмах май каласан, ытти çулсенчи пекех Первомайскисем кăçал та пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Район юбилейĕ ячĕпе ирттерекен эстафетăна вĕсем тăватă команда тăратма пултарчĕç. Кунти спортсменсем ял тăрăхĕсем хушшинче те çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç.

Эстафета программине кĕртнĕ тĕп ушкăнта тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем чупрĕç. Вăл шутра вырăнти влаç органĕсен, вĕрентỹ учрежденийĕсен, организаци-предприяти командисем тупăшрĕç. 400 метрлă дистанцире чи лайăх вăхăт кăтартакансем Патăрье- лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти педагогсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта агропромышленноç техникумĕ, виççĕмĕшĕнче - Ыхра Çырмисем.

Çĕнтерỹçĕсене пурне те "Авангард" хаçатăн Хисеп грамотине тата тутлă çимĕçсем парса хавхалантарчĕç.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

В. Никитин, Первомайскинчи вăтам шулти физкультура учителĕ:

"Авангард" хаçат йĕркелекен эстафетăна эпир çулсеренех хутшăнатпăр çеç мар, малти вырăнсене те йышăнатпăр. Кăçал та аслă ушкăнрисемпе мала тухрăмăр. Çитес эрнере республикăра "Советская Чувашия" хаçат парнине çĕнсе илессишĕн ирттерекен эстафетăра район чысне хỹтĕлеме тивĕ".

А. Салмин, ĕç ветеранĕ:

"Район хаçачĕн эстафета историйĕ пуян. Ăна В. Ягудин тĕп редакторта чухне, 1976 çулта йĕркелесе ятăмăр. Ăнăçлă проектшăн савăнмалăх пур, вăл паян кун та пурăнать".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика