АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыспа, сумпа, районăм, пурăн!

08 сентября 2017 г.

90 çул _ пысăк пуянлăх

Авăнăн 5-мĕшĕнче ирпе-ирех районта пурăнакан кашни çын пĕр-пĕрне "Çуралнă кунпа!" теме те пултарнă. Мĕншĕн тесен район юбилейĕ _ пурин савăнăçĕ, менельникĕ темелле. Юхмапа Пăла тăрăхĕ 90 çул тултарнине мĕн пур халăхпа паллă тăвас тĕллевпех район администрацийĕ тăватă кунлăх пуян программа хатĕрленĕ. Сумлă уявăн тĕп кунĕнче пирĕн пĕрлехи савăнăçа пайлама республикăран та йышлăн килнĕ. Вĕсем пурте районти культура çуртĕнче район 90 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ "Юбилей страницине уçса" мероприятине хутшăнчĕç.

Сумлă уява район пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ _ шалти политика Управленийĕн начальникĕ Н. Каргин, республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ С. Ананьева, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ С. Николаев, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи храм настоятелĕ Сергий Пегасов протиерей, ял тăрăх пуçлăхĕсем тата вырăнсенчен килнĕ делегацисем, ветерансем хутшăнчĕç.

Юбилее пуçтарăннисем фойере уйрăм хастарсен ал ĕç куравĕпе, районти апат-çимĕç туса кăларакан предприятисен паха продукцийĕсемпе паллашнă хыççăн пĕрлехи уяв пуçланчĕ. Зала пухăннисене район пуçлăхĕ Михаил Петров юбилей ячĕпе саламланă хыççăн район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов район историйĕпе, районăн экономика пурнăçĕпе социаллă аталанăвне пысăк тỹпе хывнă, тăван районăмăра Раççей шайĕнче çĕкленĕ ĕç паттăрĕсемпе паллаштарчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç пахалăхне улăштарас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна ĕçе кĕртме пулăшса пынăшăн Республика Пуçлăхне, Чăваш Ен Правительствине чĕререн тав турĕ.

Торжествăлла мероприятие хутшăннă хăнасем пурте салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕç, Патăрьелсене малашне те республикăра малтисен хушшинче пулма ăнăçу сунчĕç. Николай Каргин уяв хуçисене юбилейпе саламласа Республика Пуçлăхĕн саламне вуласа пачĕ, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тунă пархатрлă ĕçсемшĕн тав турĕ. Уява хутшăннисене ял тăрăхĕсенчен çитнĕ делегацисем уйрăммăн саламларĕç, тăван районăмăра малашне те аталанма, чечекленме ырă сунчĕç. Сумлă мероприятие пухăннисем ăшпиллĕ калаçăва сĕтел хушшинче малалла тăсрĕç. Анчах темшĕн Аслă Чеменпе Шăхач ял тăрăхĕсен делегацийĕсем кафе-столовăйсенче йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнмарĕç.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Патăрьел ял тăрăхĕнчи 35 ĕç ветеранĕ:

"Районăн 90 çулхи юбилейне паллă тунă май пире те, ĕç ветеранĕсене, сума суса уява чĕнчĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ мероприяти кашнин кăмăлне кайрĕ. Çакăн пек хисепленĕшĕн район пуçлăхне М. Петрова, район администрацийĕн ертỹçине Р. Селиванова, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхне Н. Ялукова, йĕркелỹ комитетне тата культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансене чун-чĕререн тав тăватпăр. Ĕçĕрсем пурин те ăнса пыччăр, çĕнĕ çитĕнỹсем тума сывлăхăр çирĕп, ĕмĕрĕр вăрăм пултăр".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика