АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă вĕрентекен, кăтартуллă анне

12 сентября 2017 г.

Аслă Чементи вăтам шкулта вĕрентекен Н. Кошелева районта иртекен тĕрлĕрен конкурсра çеç мар, республикăрисене хутшăнма та майне-шывне тупать. Чылай чухне унăн ятне çĕнтерỹçĕсен хушшинче курма пулать. Акă, иртнĕ эрнере тăван районăмăр 90 çул тултарнă ятпа "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче "Пăхсам, епле вăл лайăх эсĕ пурăнакан район" ятпа сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕç. Чи-чи хастар 23 конкурсант хушшинче Надежда Васильевна тăратнă ĕç те пулнă. "Пирĕн мĕнпе мухтанмалли тата мĕн упрамалли пур?" номинацире унăн творчествине çитекенни пулман. Комисси ĕçе пысăка хурса хакланă, проект авторĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сăмах май каласан, Н. Кошелева хăйĕн тĕп ĕçĕнче те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Учительсен августри конференцийĕнче ăна ачасене вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçри çитĕнỹсемшĕн РФ вĕрентỹ тата ăслăлăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика