АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей саманчĕсем асра юлĕç

12 сентября 2017 г.

Истори страницисем, манăçми вăхăтсем

Ăçтан тата мĕнле йăхран-ха эпир, Патăрьелсем? Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем çĕр-çĕр çул каялла ăçта пурăннă? Район кун-çулĕ паянччен еплерех аталанса пынă?

Район юбилейне халалласа Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем истори тапхăрĕсен фестивалĕнче Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи пурнăçа сăнласа пачĕç. Шкулта вăй хуракансем артистсенчен пĕрре те кая мар иккен. Сцена çине тухакансем залра ларакан кашни çын чĕри патне çул тупма, култарма, хурлантарма, аса илỹ авăрне илсе кĕме пултарчĕç.

Мероприятие ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ И. Рубцова, педагогсем, вĕренекенсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Тутар Сăкăтĕнчи пĕлỹ çуртĕнче вăй хуракансем Атăлçи Пăлхар тапхăрĕнче йăхташăмăрсен пурнăçне, тутар-монголсем тапăннă тапхăра, Паттăр пирки хывнă халапа кăтартрĕç. Инсценировкăна пăхнă майăн чунра мăнаçлăх та, хĕрхенỹ те çуралчĕ.

Чăваш халăхĕ вырăспа пĕрлешнине, революци тата граждан вăрçинчи самантсене, колхозсем йĕркеленнине истори страницисенчен кăларса пăрахма çук. Вăл вăхăтсемпе те куракансен туллин паллашма май пулчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 72 çул çитрĕ пулин те унăн ахрăмĕ паян та илтĕнет. Туçари тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсен коллективĕсем Патăрьел халăхĕ фашистсене çĕнтерессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнине, амăшĕ ывăлне çара ăсатнине, çĕнтерĕве кĕтсе илнине куракансем лăпкăн ниепле те пăхса лараймарĕç. "Поклонимся великим тем годам" юрă янăраса кайсан пĕрин хыççăн тепри ура çине тăчĕç.

Вăрçă хыççăнхи, хальхи саманана сăнлакан инсценировкăсем те залри çынсен асĕнче чылайлăха упранĕç.

Пур номер те питĕ интереслĕ пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов шкул коллективĕсене Тав çырăвĕ панă май: "Пирĕн педагогсем пысăк саспаллирен пуçланакан Учительсем кăна мар, пултаруллă артистсем те пулнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр..." _ терĕ.

Фойере çак кунах шкул ачисем ăсталанă япаласен куравĕ ĕçлерĕ.

Ỹкеретĕп эп хĕвел, йывăç, районта пултăр тулăх пурнăç

Авăнăн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн умĕ ача-пăча шавĕпе, хаваслă кĕвĕпе тулчĕ. Вĕрсе хăпартнă тĕрлĕ тĕслĕ шарсем те хăйне майлă илем, савăнăç кỹчĕç. Кунĕ те уява ирттерме кăмăллă пулчĕ.

Мероприятие Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнчи музыка ертỹçи Л. Басырова шкул çулне çитменнисемпе тата пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансемпе флешмоб ирттернинчен пуçланчĕ. Унтан район администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультура тата спорт пайĕн начальникĕ И. Рубцова çитĕнекен ăрăва ăшшăн саламларĕ. "Юбилей ячĕпе, Патăрьел районĕ!" конкурс çĕнтерỹçисене парнесемпе хавхалантарчĕ.

Уява вĕрентỹ учрежденийĕсенче, ача-пăча искусство шкулĕнче, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ăс пухакансем хăйсен юрри-ташшипе илем кỹчĕç. Кашнийĕ сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Çитĕнекен ăру та район чысне, сумне ỹкермесси, ашшĕ-амăшĕн çулне малалла тăсасси палăрчĕ.

Юбилейĕн çамрăк хăнисем ача-пăча пултарулăх çуртĕнче хушма пĕлỹ паракан А. Глинкина, О. Андреева, Н. Романов, С. Попова, Н. Латышева, Т. Яковлева, ача-пăча искусство шкулĕнчи Е. Мишина педагогсем ертсе пыракан мастер-классенче биссерпа ĕçлесе, хăваран çыхса, тĕрĕ тĕрлесе, пластилинпа тĕрлĕ сăнар туса пăхма пултарчĕç. Алă ĕçне хăнăхасси шăпах çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ.

Чи çамрăк, çырма та йĕркеллĕ вĕренеймен ăру валли "Асамат кĕперĕ" конкурс ĕçлерĕ. Пĕчĕкскерсем тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа асфальт çине чечексем, йывăçсем, Патăрьелĕн паттăрне ỹкерсе хăйсем района юратнине систерчĕç. "Эпĕ Патăрьел районне юрататăп!" тесе шăрçалакансем те тупăнчĕç. Район администрацийĕн умĕ кĕске самантрах ỹкерчĕксен галерейине çаврăнчĕ. Вĕтĕ ура кассисен ĕçне аслисем те хисеплерĕç: конкурс вĕçленсен те иртен-çỹрен çак хитрелĕхе пăсас мар тесе пăрăна-пăрăна утрĕ.

Тỹресем пур ачан ĕçне те пысăка хурса хакларĕç: грамотăсемпе, пĕчĕк парнесемпе чысларĕç.

Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне çỹрекенсем "Районăн çамрăк художникĕсем" арт-лаптăкра тăван тавралăх илемне хут çине куçарчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика