АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăлтăка вăхăтра пĕтернĕ

12 сентября 2017 г.

 Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çурçĕр иртсе пĕр сехетре Шупашкарти ГЭСра кăлтăк сиксе тухнине кура, Чăваш Енри Улатăр, Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Патăрьел, Каçал ен районĕсенче уйрăм хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче электричество пĕтсе ларнă.   Çутăсăр пурĕ регионта 224 ял тăрăхĕ аптранă. Çакăн пекех йывăрлăха Татарстан Республикинчи 7 муниципалитет тӳснĕ. Тавар турттаракан поезд 11 минут хушши каяймасăр чарăнса ларнă тĕслĕхе те шута илнĕ. Инкеке çĕрле 01 сехет те 52 минутра пĕтĕмпех сирсе янă. 

Çак лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслеве илнĕ, хăй Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă пулин те, лару-тăрăва уçăмлатма ятарлă ведомствăсен ертӳçисене хушу панă.   

Вăл хушу панипе Чăваш Енре оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра нимĕнле чăрмав та çук, пурте йĕркеллĕ, ыйту уçăмланнă.  

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика