АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем чăмăртанччăр, ачасем çуралччăр

12 сентября 2017 г.

 Çамрăксем мăшăрланнă тата ачасем çуралнă чухне çеç район аталанать, малашлăх валли тĕллевсем лартать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара çаксем паян пурте пурнăçланса пыраççĕ.

Районăн 90 çулхи юбилейне, Раççей Федерацийĕн ЗАГС органне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа райадминистрацин ЗАГС пайĕ авăнăн 7-мĕшĕнче Ленин площадĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕ.

Мендельсон маршĕ хăть хăçан та, хăть кама та хумхантарать. Пĕр çемье çулĕпе утма шухăш тытнисемшĕн вăл тата та çывăхрах. Асамлă кĕвĕ майăн ятарлă сцена çине пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартма хатĕрленекен икĕ мăшăр _ Сăкăтри Анна тата Алексей Ильинсем, Шăнкăртамри Ильяс тата Энже Абдулвалеевсем _ хăпарчĕç. Анат Туçари Герман Николаевичпа Александра Яковлевна Сорокинсем пĕрлешни кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 55 çул çитнĕ май вĕсене те сумлă лару-тăрура чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çамрăксене мăшăрлану регистрациленине çирĕплетекен документа панă май телейлĕ пурнăç, ача-пăчаллă пулма каларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Герман Николаевичпа Александра Яковлевнăна тата нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕ.

А. Сорокина ĕнерхи каччăпа хĕре çемьене упрама, пĕр-пĕрне юратма, хисеплеме пиллерĕ. Çапла пултăрах!

ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Еме- лина пурне те тепĕр 5 çултан, 2022 çулта, йĕркелеме палăртнă мероприятие килме йыхравлакан сертификат пачĕ.

Патăрьелĕнчи Виктор Владимировичпа Валентина Николаевна Петровсен çемйишĕн те çак кун нумайлăха асра юлĕ. Вĕсем тинтерех çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк хĕрне, Лизăна, çуралнине регистрацилерĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика