АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей саманчĕсем асра юлĕç

12 сентября 2017 г.

 Район халăхне пĕрлештерекен уяв

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун пек савăнăçлă уяв пулнине шурсухалсем те ас тумаççĕ пулĕ. Тăватă кун кĕрленĕ тăван районăмăрăн 90 çулхи юбилейĕ историн тепĕр страницине пысăк саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Уяв программи пуян та тулли пулнăран сумлă менельникре ватти-вĕтти, аякран та çывăхран килнĕ хăнасем те кăмăлтан савăнчĕç. Мероприятин юлашки кунĕнче районти централизациленĕ клуб системинче йĕркеленĕ пысăк тĕлпулу та çакнах çирĕплетрĕ. Программăри "Юбилей страницине уçса" проектăн иккĕмĕш пайне районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк тỹпе хывнă хастарсем çеç мар, район тулашĕнче, тĕп хуламăрпа çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ятпа сум, чыспа хисеп çĕнсе илнĕ ентешĕмĕрсем тата ыттисем те йыхрава хапăл тунă.

Уява Чăваш Републикин Министрсен Кабинечĕн Председетелĕн çумĕ _ экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ С. Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов, Улатăр тата Пăрачкав III округ Благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей, ЧР мăсăльман Тĕн управленийĕн председателĕ, республикăри Обществăлла палата членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, районăн паллă çыннисем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти организаци, предприяти ертỹçисем хутшăнчĕç.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов уяв ячĕпе саламланă май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ паллă ентешсене, района ертсе пынă, ăна историн тĕрлĕ тапхăрĕнче аталанма пулăшнă уйрăм çынсене ятран асăнсах тав сăмахĕ каларĕ. Патăрьел çĕрĕ çинче ĕçпе чапа тухнă, района республика, Раççей шайне çĕкленĕ маттур та пултаруллă çынсем чăнах та сахал мар. Социализмла Ĕç Геройĕсемпе, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсемпе, академиксемпе, тĕрлĕрен наука çыннисемпе, паллă спортсменсемпе, сăвăç-писательсемпе тата ыттисемпе те тивĕçлипех мухтанатпăр. Уявра сцена çине тухса калаçакансем пурте пархатарлă ĕçшĕн ăшă тав сăмахне тивĕçлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юбилей ячĕпе саламланă май, республикăри экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ В. Аврелькин ентешсем пирки мăнаçланса калаçрĕ. "Пирĕн Патăрьел районĕ яланах республикăра хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Кирек ăçта кайсан та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туса çитĕнтернĕ продукцие пахалани кăмăллă. Районăн юбилей умĕнхи çитĕнĕвĕсем сахал мар. 2016 çул итогĕпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнни - вĕсенчен пĕри",_ хак пачĕ Владимир Александрович тăван район халăхĕн тăрăшуллă ĕçне.

Тухса калаçакансем, район юбилейĕпе саламлакансем чылай пулчĕç. Ырă асаилỹ, ăшпиллĕ калаçу нумайччен тăсăлчĕ.

Çав вăхăтрах чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем залри халăха хăйсен юрри-ташшипе тыткăнларĕç.

Фойере уява хутшăннисем алă ăстисен паха ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Хаклав

И. САПОЖНИКОВ, I рангри капитан:

"Çулсерен тенĕ пекех эпĕ Патăрьелĕнчи Çĕнтерỹ кунне хутшăнма тăрăшатăп. Хамăн тăван яла Мускавран килсе çỹресси. маншăн пысăк савăнăç. Юбилей йыхравĕшĕн те мăшăрăмпа иксĕмĕр те чун-чĕререн тав тăватпăр. Уява питĕ лайăх йĕркеленĕ. Темиçе çул курман тус-юлташсене алă пани, вĕсемпе калаçни мĕне тăрать!"

Ф. АЛИМОВА, Ульяновск хули, педагог-ветеран:

"Йыхрава алла илсен машинăпа ларса мар, вĕçсе килес килчĕ çак тĕлпулăва. Савăнăçа пайласа пĕтерейместĕп. Хам эпĕ Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ. 35 çул ытла шкулта ĕçлетĕп, тава тивĕçлĕ учительница. Сăмах май каласан, пирĕн çемье династийĕнче педагогсен стажĕ 366 çул!"

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика