АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхрĕ юрă шăранса, тавралăха янратса

12 сентября 2017 г.

Районăн 90 çулхи юбилейĕ чăннипех те пуян та тулли пулчĕ. Мероприятисем иртен пуçласа каçченех пычĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ "Ăрусен тĕл пулăвĕ" фестиваль те питĕ интереслĕ иртрĕ. Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем иртнĕ ĕмĕрти 30-90 çулсенчи юрăсемпе, тумсемпе халăх умне тухрĕç. Уява ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков хутшăнчĕç.

Раççей, чăваш эстрада çăлтăрĕсен юррисене пурте итлеме юрататпăр, анчах вĕсем пире пĕрех çывăх мар. Районти организаци-предприятинче вăй хуракансем сцена çине тухсан куракансем вĕсене хаваслăн, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Çамрăклăха, иртнĕ вăхăта аса илтерекен шлягерсем пуриншĕн те çывăх, çавна май çемĕ майăн тухса авкаланакансем те пулчĕç. Пĕр номере те начар тесе калама хăю çитмест, мĕншĕн тесен пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем кăтартнă чикансен ташши вара чылайăшне килĕшрĕ.

_ Пирĕн ял тăрăх пуçлăхĕсем ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур! _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов кăмăллăн.

Концерт килĕшрĕ, анчах Патăрьел районĕнче нумай нациллĕ халăх пурăннине шута илсе тутар, ирçе халăх юррисем янăранă пулсан тата аванрахчĕ. Чăвашла иккĕн шăрантарчĕç-ха, пĕрех ку çителĕксĕр. Тепĕр уявра çак çитменлĕхе пĕтерессе шанас килет.

О. БЕЛЬДЕКОВА .

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика