АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ

15 сентября 2017 г.

Иртнĕ шăматкун, авăнăн 9-мĕшĕнче, республика тĕп хулинче "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн çуран чупакансен эстафета иртессине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ ушкăнпа йĕркеленĕ ăмăрту çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Республикăри влаç органĕсем хушшинче йĕркеленĕ чупура район администрацийĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ вăтам шкул команди те хăйсен ушкăнĕнчи спортсменсене пурне те хыçа хăварнă, финиша пĕрремĕш кĕнĕ.

_ Хаçат парнишĕн йĕркелекен ăмăртăва эпир пĕрремĕш хутшăнмастпăр. Призлă вырăнсене те çĕнсе илнĕ, анчах ку таранччен пъедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăрайман. Çĕнтерỹшĕн питĕ савăнтăмăр. Ку вăл командăри (5 хĕрача тата 5 арçын ача) кашни спортсменăн тивлечĕ,_ мăнаçланса каласа парать физкультура учителĕ, нумай пулмасть çеç Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ В. Никитин.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика