АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухмач пуянланать, чун савăнать

15 сентября 2017 г.

Авăнăн 12-мĕшĕнче Оренбург çывăхĕнчи авиаполк терриорийĕнче "Атăлçи зарници-2017" çарпа патриот вăййисен пиллĕкмĕш округри финалĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Унта федерацин Атăлçи округĕн-чи 14 команда хутшăнать, пирĕн республика чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем (ертỹçи ОБЖ вĕрентекенĕ Ю. Васюткин) хỹтĕлеççĕ.

Пĕрремĕш кунхине ачасем чăрмавсен йĕрĕ урлă каçнă. Патăрьелсем кунта 2-мĕш вырăн йышăннă. Çул çитмен çамрăксен вăйне кăтартакан гимнастикăра Чăваш Ен каччисене çитекенни пулман. М. Молочников _ пĕрремĕш, А. Сафьянов виççĕмĕш тухнă.

_ Çăмăлах пулмарĕ, анчах эпĕ хам умма турникран 30 хутчен туртăнма тĕллев лартнăччĕ. Манăн кăтарту чи лайăххи кĕтменлĕх пулчĕ, питĕ хĕпĕртерĕм. Чăнах та, малтан тренировка нумай тума тиврĕ, _ тет савăнăçлăн Максим Молочников. Сăмах май, çамрăк каччă 31 хут çĕкленнĕ.

Граната ывăтассипе те кайрисен ретĕнче мар: 14 командăран _ пиллĕкмĕш.

Иккĕмĕш кунхи ăмăртура та ентешсем шывра ишессипе, çуран чупассипе, граната ывăтассипе палăрнă. Н. Перепелкин каччăсем хушшинче шывра ишессипе иккĕмĕш вырăн йышăнса Чăваш Ен пухмачне пуянлатнă.

Калашников автоматне сỹтсе пухассипе _ 1-мĕш, ялавпа утассипе _ иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапла вара малтанхи 2 кун кăтартăвĕпе республика чысне хỹтĕлекен Патăрьел команди пĕрремĕш вырăна тухнă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика