АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Танкистсен кунне паллă турĕç

15 сентября 2017 г.

Иртнĕ вырсарникун пирĕн районта танк çарĕсенче тĕрлĕ çулсенче службăра тăнă салтаксем хăйсен професси кунне паллă турĕç.

Çак уява Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн 1946 çулта СССР Верховнăй Совет Президиумĕ танк çарĕсемпе танк тăвакан промышленноçра ĕçлекенсем çĕнтерĕве туптама уйрăмах пысăк тỹпе хунине шута илсе сентябрĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕм халăхпа ирттерме йышăну тунă. Унтанпа праçниксен шучĕ çитмĕл те çичĕ хут ỹсрĕ пулсан та çак кун хисепрен тухман-ха. Юхмапа Пăла тăрăхне илес-тĕк, çỹлтен хушса тăмасăрах ăна танк хастарĕсем вăтăр çула яхăн ĕнтĕ чыслăн палăртаççĕ. Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умне 1988 çулта танк вырнаçтарса лартнинчен пуçланнă вăл. Ун чухнехи район пуçлăхĕсен тивлечĕпе тупнă çак хĕрĕх тонна таякан танка Канашран Патăрьелне çити илсе çитерекенĕ, унта райĕçтăвком картишĕнче хĕл каçнă танка хускатма пултарса постамент çине лартаканĕ Патăрьел чăвашĕ, маларах Венгринче танк çарĕсенче хĕсметре тăнă Василий Николаев пулнă. Çавăнтанпа пуçтарăнаççĕ те ĕнтĕ палăк умне кашни çул сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче шлемофон тăхăнса çỹренĕ салтаксем. Хальхинче те халăх йышлăччĕ. Танкистсем хăнăхнă йăлапа танк умне мухтав гирляндине хучĕç, строя тăрса чыс кỹчĕç. Професси уявĕ ячĕпе пухăннисене район администраци пуçлăхĕ Р.Селиванов тата шыв айĕнчи карапсен флочĕн ветеранĕ, Патăрьел чăвашĕ И. Сапожников пĕрремĕш рангри капитан саламларĕç. Сăмах май, Рудольф Васильевич хăй те салтакра чух танкист пулнă.

Уяв малалла аслă кĕрекере тăсăлчĕ. Кунта ветерансем хăйсем службăра тăнă вăхăтсене аса илчĕç, пурнăçран иртерех уйăрнă тусĕсене асăнчĕç, танкистсене халаланă юрăсене юрласа савăнчĕç.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика