АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тимлĕхе юратать

19 сентября 2017 г.

Авăнăн 12-14-мĕшĕсенче республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăх служби "Автобус" операци йĕркеленĕ. Профилактика мероприятийĕ пирĕн районта та иртнĕ.

Асăннă кунсенче районти çул-йĕр инспекторĕсен аллине йĕркене пăхăнман пилĕк водитель çакланнă. Пĕр автобус хуçи фарăсене çутмасăр аслă çулпа пынă, теприне ларса пыракансем пиçиххине çыхманшăн, виççĕмĕшне салона кирлинчен ытлашши пассажирсем илнĕшĕн чарнă. Гаишниксем çырнă тепĕр протокол вара кĕсье телефонĕпе çыхăннă. Автобуспа çула тухнă арçыннăн пĕр хăрамасăр тата асăрханмасăр çыхăну хатĕрĕпе калаçса пынăшăн 1500 тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ. Тĕрĕссипе кун пек тĕслĕхе çул çинче час-часах курма пулать. Руль умĕнче теветкеленсе телефонпа калаçса пыни çул çинчи тимлĕхе çухататех. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика