АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма ыйтăвĕсене çивĕчлетнĕ

19 сентября 2017 г.

Ĕнер, авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов район адиминистрацийĕн пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттерчĕ. Вырма ыйтăвĕсене халалланă ларăва хаçат тĕп редакторĕсемпе райадминистрацисен пресс-секретарĕсене те явăçтарчĕç.

Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленсе пырать(85 процент ку ĕçе вĕçленĕ). Пирĕн кăтарту 94 процентпа танлашать. Çавăн пекех республикăра вăтам тухăç гектар пуçне 26,9 центнер пулсан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 29,7 центнер. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчен 21-че пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Тĕп вăй халĕ çĕр улми анисене куçнă. "Иккĕмĕш çăкăр" гектартан вăтамран 223 центнер тухать. "Кĕрхисене акассине авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен вĕçлемеллех", _ терĕ Сергей Геннадьевич канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

А. ИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика