АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем республика чысне ỹкермен

19 сентября 2017 г.

 Федерацин Атăлçи округĕнчи "Атăлçи зарници-2017" çарпа спортăн V вăййи республика чысне хỹтĕлекен пирĕн район яш-кĕрĕм команди (ертỹçи Ю. Васюткин) мала тухнипе вĕçленнĕ. Авăнăн 16-мĕшĕнче çĕнтерỹçĕсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул территорийĕнче лозунгсемпе, салютсемпе, гимнпа кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультура тата спорт пайĕн начальникĕ И. Рубцова, пĕлỹ çурчĕн директорĕ Н. Андреева хутшăннă.

14 командăран (200 çамрăк армеец) Патăрьелсем пĕрремĕш вырăн йышăнни пуриншĕн те пысăк савăнăç! Паллах, çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Мала тухассишĕн пĕрремĕш шкул вĕренекенĕсен çарпа спорт вăййи пуçлансанах чылай тăрăшма тивнĕ. Çуран чупассипе, шывра ишессипе, граната ывăтассипе, Калашников автоматне сỹтсе пухассипе, пневматика пистолетĕнчен тĕл перессипе тата ытти ăмăртусенче те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнă. Пенза тата Оренбург облаçĕнчи командăсем Чăваш Ен каччисемпе хĕрĕсене çитессишĕн тем пек ăнтăлсан та иккĕмĕш тата виççĕмĕш çеç йышăннă. Çамрăк армеецсем çĕнтерỹпе таврăнни _ района 90 çулхи юбилей ячĕпе тунă пысăк парнесенчен пĕри.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика