АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел ачисем республика ят-сумне тата çĕкленĕ

19 сентября 2017 г.

Çамрăк армеецсем «Атăлçи Зарницинче» çĕнтернĕ

Çарпа спорт вăййисене кăçал Оренбург хули йышăннă. Авăн уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче иртнĕ тупăшусенче çамрăк ентешсем çухалса кайман, тăватă кун пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен ят-сумне хỹ тĕленĕ Патăрьел команди рейтинг таблицин чи çỹлти картлашки çине çĕкленнĕ. Ĕнерхи планеркăра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел ачисене ырланă, кашни ачанах тата вĕсен ашшĕ-амăшне хăйĕн ятĕнчен Тав çырăвĕ парассине пĕлтернĕ.

Тĕрлĕ ăмăртупа конкурссем витĕр тухса яшсемпе хĕрсен ушкăнĕ Пенза тата Оренбург облаçĕсен вăйлă командисене кая хăварма мехел çитернĕ. Пирĕннисем шывра ишес, Калашников автоматне салатса пуçтарас тата кросс чупас енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă, йывăрлăсене парăнтарас, гимнастика, чупас енĕпе иккĕмĕш пулнă, тактика вăййинче пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Шăматкун çĕнтерỹçĕсем тăван тăрăха таврăнчĕç. Шкулта вĕсене ашшĕ- амăшĕ, тантăшĕсем, вĕрентекенсем, район пуçлăхĕсем кĕтсе илнĕĕ Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Наталья Андреева пĕлтернĕ тăрăх -Чăваш Ене 8-10-мĕш классенче вĕренекен 14 ача /10 яшпа 4 хĕр/ хỹтĕленĕ.

- Ку команда иртнĕ вĕренỹ  çулĕнче йĕркеленчĕ. Çар вăййисене кăçал пĕрремĕш хут хутшăнчĕç. Пирĕн ачасем «Зарницăна» çăвĕпех хатĕрленчĕç, çĕртме уйăхĕнче республика вăййисене хутшăнчĕç, пĕр вăхăт каннă хыççăн çурла уйăхĕнче каллех тренировка тапхăрĕ пуçланчĕ. Вĕсем Шупашкарти стрелоксен клубне çỹрерĕç, Çĕнĕ Шупашкара темиçе хут кайса килчĕç.Район центрĕнчи бассейнран тата стадионтан тухма пĕлмерĕç,-каласа кăтартрĕ Наталья Борисовна. Шкулта та ачасене хатĕрленмешкĕн майсем туса панă, йывăрлăхсене парăнтармалли лапам, тризм бази. Шкул командине ОБЖпа физкультура вĕрентекен Юрий Васюткин хатĕрленĕ.Вăл тăрăшнипех шкулта çарпа патриот клубĕ йĕркеленнĕ. Унта 30 ача çỹрет.

Патăрьелти 1-мĕш шкул команди 2013 çултанпа республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче пĕрре мар мала тухнă. 2015 çулта вĕсем «Атăлçи Зарницинче» тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

1-мĕш шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерỹ» çарпа патриотизм вăййисенче те лайăх кăтартупа палăрнă, 2014 тата 2016 çулсенче унтан парнесемпе таврăннă.

Наталья Андреева каланă тăрăх - команда йышне чи маттуррисемпе пултаруллисем лекнĕĕ «Отделени командирĕ Егор Селиванов уйрăмах пысăк çитĕнỹсем тăватчĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренекен яш тĕрлĕ ăмăртура сахал мар медаль çĕнсе илчĕ. Ишме, велосипедпа чупма кăмăллать вăл. Нумай енлĕ кĕрешỹ  енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ, - вĕренекенĕпе мăнаçланчĕ шкул ерỹçи.

Иртнĕ çулсенче шкул çамрăк армеецсен уйрăмне Евгения Филиппова ертсе пынă, 10-мĕш класра вĕренекен хĕр кăçал «Атăлçи Зарницине» кайма тивĕç пулнă.

- «Зарница» вăййисене эпĕ икĕ çул каяллах хутшăнма тытăнтăм. Армеец пуласси çăмăл маар, хĕрсене уйрăмах йывăр. Тĕрлĕ командăпа .Оренбург хулинче пулса куртăмăр, уçăлса çỹрерĕмĕ, - кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ 15-ри Евгения.

Ăмăртусемпе конкурссем хыççăн çамрăк армеецсем ахаль ларман. Вĕсем Оренбург тăрăхĕнчи çар чаçĕсене çитсе курнă, Раççей çарĕн хальхи йышши пăшалĕсемпе тата техникипе паллашнă. Музейпе курав комплексĕ те çамрăксене хапăл тунă, унта çурта çутса флешмоб ирттернĕ. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă Александр Шморельпе Александр Прохоренкăна асăнса ирттернĕ каçа хутшăнма тỹр килнĕ вĕсен. Оренбургри драма театрĕн спектакльне кайса курнă.

«Атăлçи Зарницинчен» пирĕн яшсемпе хĕрсем куçса çỹрекен ялавпа, çĕнĕ тумпа, планшетпа тата калама çук пысăк хавхаланупа таврăннă.

/ Андрей МИХАЙЛОВ/

ПИРĔН СПРАВКА

«Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисене Михаил Бабич полпред пуçарнипе 5 çул каялла ирттерме пуçланă. Унта республикăсемпе облаçсенче мала тухнă, шкулсемпе лицейсенче, техникумсемпе колледжсенче вĕренекен 14-15 çулсенчи çамрăксем хутшăнаçç.ĕ Кăçал ăмăртура Атăлçи тăрăхĕнчи 14 команда /200 çын/ вăй виçнĕ. Чăваш Ен команди пирвайхи хут çĕнтернĕ. 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика