АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта 250-мĕш, çемьере 6-мĕш пепке çуралнă!

22 сентября 2017 г.

Пỹрте кĕрсен мĕн сас лайăх? Паллах, ача-пăча сасси чуна хавхалантарать. Çапла мар-и-ха? Çак кунсенче районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем 250-мĕш пепке ячĕпе свидетельство çырнă. Константин _ Çĕнĕ Ахпỹртĕн пулас пăхаттирĕ. Килте ăна тăватă пиччĕшĕпе пĕр аппăшĕ чунтан кĕтеççĕ. Район юбилейĕн çулталăкĕнче çут тĕнчене килнĕ шăпăрланăн сывлăхĕ çеç пултăр.

Сăмах май каласан, Мăшăрлану керменĕнче шута илнĕ ачасенчен пысăк пайĕ _ 130-шĕ _ пулас çемье хуçисем. Ашшĕпе амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсене Илья, Егор, Александр, Айнур, Даниил ятсене ытларах хураççĕ.

ЗАГС пайĕнчи çак статистика вара шухăша ярать: кун çути курнă 38 "çĕнĕ кайăкăн" ашшĕпе амăшĕ çемье çавăрни çинчен ятарласа хут уйăрттарман, виçĕ пепкен амăшĕ вара çап-çамрăк, 18 çул та тултарман. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика