АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял аталанать _ экономика тĕрекленет

22 сентября 2017 г.

Авăнăн 19-мĕшĕнче Шăнкăртамра "Ял территорийĕсен аталанăвĕн ку чухнехи тăрăмĕ, çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ" ятпа регионсем хушшинчи VII "Шăнкăртамри диалог" экономика форумĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсем хушшинче ял инфратытăмне аталантарасси, ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи, культурăри татса памалли ыйтусем тата ыттисем те пулчĕç.

Проекта пурнăçлама Раççей Президенчĕн 2016 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн грант вырăнне уйăр- нă патшалăх пулăшăвĕпе тата пĕчĕк хуласемпе ял территорийĕсенчи хастар гараждансен "Перспектива" пулăшу фончĕ ирттернĕ конкурса тĕпе хурса уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курнă.

Паха опыт _ тупăш никĕсĕ

Форум программипе килĕшỹллĕн ирхине 10 сехетре Патăрьелĕнчи И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ филиалĕн, бизнес-инкубаторăн залĕсенче, Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" паркĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе, предпринимательсемпе, уйрăм хастарсемпе, ял хуçалăх специалисчĕсем пулма хатĕрленекен студентсемпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Виçĕ ушкăнпа йĕркеленĕ секцисенче "Уйрăм çын хуçалăхĕсенчи теплицăсемпе теплица хуçалăхĕсем", "Мрамор ашне туса илесси тата ăна аталантарасси", "Экологи: биологи каяшĕсемпе усă курасси тата тирпейлесси" темăсемпе калаçусем пуçарчĕç, ял хуçалăхне аталантарма пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Секцисене опытлă модераторсемпе экспертсем ертсе пыни залра ларакансен хастарлăхне пушшех те ỹстерчĕ. Сăмахран, пуçтарăннисем Самар облаçĕнчи ялта уйрăм çынсем хăярсемпе помидор çитĕнтермелли теплицăсем тытса пысăк тупăш илме пултарнине сюжетсенче курса ĕненни, специалист-экспертсем паха опыта, ĕç вăрттăнлăхĕсене куракансем патне çитерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Залра ларакансем çине-çинех хăйсене кăсăклантаракан ыйтăва тулли хурав илни Патăрьелсен уйрăм хастарĕсем çывăх вăхăтра теплицăсемпе ĕçлеме пуçлама бизнес-плансем хатĕрлеме пикенес шанăç та çуратрĕ.

Çемье аллейи ял илемĕ пулĕ

Çиччĕмĕш хут йĕркелекен экономика форумĕ тепĕр паллă пулăмпа та çырăнса юлчĕ. Çак кунхинех Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" паркра Çемье аллейине уçрĕç, тин çеç çемье чăмăртакан мăшăрсен ячĕпе кăвак чăрăшсем лартрĕç. Малашне район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче мăшăрлану йăли-йĕркине ирттерсе Мендельсон маршĕпе алла-аллăн утнă кашни каччăпа хĕр çак аллейăна йывăç лартса пуянлатĕ. 2017 çулхи Шăнкăртамри экономика форумне хутшăннă хисеплĕ хăнасемпе аксакалсем никĕс хывнă Çемье аллейи çулсерен пуянланĕ.

"Пирĕн ырă пуласлăх, шанчăклă малашлăх _ çамрăксенче. Шăнкăртам ялĕнче хальхи вăхăтра та демографи кăтартăвĕсем начар мар. Районта чи нумай çемье çавăракансем çак ялта. Малашне те вĕсен шучĕ ỹс- сех пытăр. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулсан пирĕн çĕршыв та шанчăклă"_ терĕ форумăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçи, Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов кашни çемьене ырă сунса.

Çавăн чухнех ял хастарĕ Минсеит Купкенов хăйĕн Меслиме мăшăрне асăнса лартнă мечĕт тăррине çурма уйăх паллине вырнаçтарчĕç, кĕлĕ çурчĕ йĕри-тавра йывăçсем лартрĕç. Паллă пулăма ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин. Яковлев хутшăнчĕ.

Влаçпа халăх хушшинчи уçă калаçу

Шăнкăртамри экономика форумĕн пленарлă пайне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Паллă пулăма пуçличчен Михаил Игнатьев вырăнти администрацинче Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи Департамент директорĕн çумĕпе Ольга Ухалинăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Минсур Валитов хутшăнчĕç. Тĕл пулура ялсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Пленарлă ларăва республикăн кăнтăр районĕсенчи ял тăрăхĕсен, мĕнпур харпăрлăхлă ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, предпринимательсем, ялти аксакалсем хутшăнчĕç. Ăна форумăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçи_ Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтийĕ, РФ Общество палатин членĕ Альбир Крганов ертсе пычĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форум ĕçне пуçланă май, пурне те ăшшăн саламларĕ, чаплă мероприятие тĕрлĕ регион хутшăнса хастарлăх кăтартнине ырларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич ял хуçалăх тытăмне аталантарасси патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. "Юлашки виçĕ çулта ялсен территорийĕсене аталантарма тĕрлĕ бюджетран 2,5 миллиард тенкĕ ытла тăкакланă",-терĕ вăл. Çак укçа-тенкĕ ялсенчи инфратытăма аталантарма куçнă: çулсем, çурт-йĕрсем, ФАПсем, шкулсем, ача сачĕсем, культура çурчĕсем хута кайнă. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕ те тĕрлĕрен программăна явăçса ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн пархатарлă ĕçсем туса пырать. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ял çамрăкĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес, вак тата вăтам предпринимательĕхе аталантарас ыйтусене те çивĕчлетрĕ.

Форумăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçи - Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш муфтийĕ, РФ общество палатин членĕ Альбир Крганов тĕп доклад туса панă хыççăн аслă Пухăва хутшăннă чылай хисеплĕ хăна хăйсен шухăшĕсемпе тухса калаçрĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Департаменчĕн директорĕн çумĕ Ольга Ухалина вырăнти халăх наци пĕлтерĕшне ăша хывса пурăннине, ял сăн-сăпачĕ илĕртỹллĕ пулнине хакларĕ: "... Чăваш Республикинче ялсем аталанса пырассине республика ертỹлĕхĕ çирĕп алра тытни никама та иккĕлентермест",- терĕ вăл хăйĕн шухăшне уççăн пĕлтерсе. Шăнкăртамри экономика форумĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи мероприяти пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех Мускав хăни РФ Ял хуçалăх министрĕн Александр Ткачевăн саламне те вуласа пачĕ.

Форум ĕçне ытти регионсенчен, çĕршывсенчен тĕрлĕ экспертсемпе ăсчахсем те хутшăнчĕç. Куала-Лумпур (Малайзи) университечĕн вице-президенчĕ Мохаммад Аземи профессор хăйсен çĕршывĕнчи халяль индустрийĕ мĕнле аталанса пыни пирки каласа пани пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Тутарстан Республикинчи Беларуç Республикин хисеплĕ консулĕ Сергей Маруденко, Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата ытти нумай хăна хускатнă калаçусем пурте халăхсен туслăхĕпе, ял аталанăвĕпе çыхăннăскерсем пулчĕç. Республикăри ялсен аталанăвĕ, район халăхĕн пурнăçĕнчи курăмлă улшăну пахалăхлă калаçуран, форумра çуралнă çĕнĕ шухăшсенчен нумай килет. "Малашне те "Шăнкăртамри диалог" çĕнĕ шухăшсен платформи пултăр" _ çапла пĕтĕмлетỹ турĕç форума хутшăннисем.

Районти депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе Мускав хулин, Раççейĕн тĕп регионĕпе Чăваш Ен муфтине Альбир Крганова районăн Хисеплĕ гражданинĕ ятпа чысларĕç.

х х х

Çак кунхинех регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев акционерсен "Батыревский" хупă обществинчи çĕрулми уйĕнче пулнă, хуçалăх ĕçĕсемпе паллашнă.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Н. ЛУКИЯНОВ, Алманчă ялĕ:

"Экономика форумне теплица ыйтăвне кĕртнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Çынсен паха опычĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Эпĕ те секци ĕçне хутшăнакансене хамăн ĕçĕмпе паллаштартăм. Çак ыйту хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра та "пиçсе" çитнĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче çанталăк условийĕсем пĕр тикĕс тăмаççĕ. Эпĕ хам та 5-6 çул ĕнтĕ теплицăра хăяр, помидор çитĕнтерсе начар мар тупăш куратăп. Паянхи кун та манăн 30х30 лаптăкра çак пахчаçимĕç савăнтарать".

М. Валитов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ:

"Çулсем иртсе пынăçемĕн Шăнкăртамри экономика форумĕ анлăланса пыни, унăн ĕçне ытти регионсенчи хăнасемпе пĕрлех Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Влаçпа халăх хушшинчи уçă калаçу пурин кăмăлне те кайрĕ". 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика