АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирсем пушанаççĕ, программăсем пурнăçланаççĕ

22 сентября 2017 г.

Авăнăн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем _ республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, ял хуçалăх министрĕн çумĕ М. Загребаева _ вырма ĕçĕсем епле пынипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленипе, ялсене тирпей-илем кỹрес ĕçпе тата бюджета пуянлатассинче пуçарулăх кăтартса аталантарнипе паллашрĕç.

В. Михайлов министр тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче "Хальхи хула хăтлăхне йĕркелесси" программăпа килĕшỹллĕн тăвакан ĕçсене çитсе курчĕç. Çавăн пекех культурăпа кану центрĕ çумĕнче çĕкленекен скверта та пулчĕç. Кунта малашне çулла культура учреждение халăха валли культурăллă мероприятисем йĕркелеççĕ, канма, уçăлса çỹреме майсем пулаççĕ.

Информаци кунĕн иккĕмĕш ушкăнĕ _ М. Загребаева Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ тата район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕн пай начальникĕ Л. Кузнецов _ "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕн, "Корма", "Исток" арофирмăсен хирĕсене çитсе курчĕç. Виçĕ хуçалăхра та çĕрулми кăларма пуçланă.

_ Тухăç пĕр гектартан 200 центнер тухать. Айлăмрах вырăнсенче пĕчĕкрех. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ, _ тесе пĕлтерчĕ "Красное знамя" ЯХПК-на чылай çул ертсе пыракан П. Никифоров. "Иккĕмĕш çăкăра" кунта çуррине сутма, тепĕр пайне хĕл каçарма палăртнă. Сăкăтсен тымар çимĕçне туянакансем Самарăран, Саратовран тата ытти хуласенчен те килеççĕ.

"Корма" агрофирмăра комбайнсем пĕрчĕллĕ культурăсен юлашки гектарĕсенче ĕçлетчĕç. Ĕçлемелли лаптăк пысăкланнăран кăçал вырма умĕн тырă пухса кĕртекен комбайн туяннă. Икĕ "уй-хир карапĕ" пĕрин хыççăн тепри пыратчĕç. И. Владимиров ертсе пыракан хуçалăх икĕ çулта усă курман 700 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕ.

Хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе "Исток" агрофирмăра та туллин усă кураççĕ. Çĕрулми кăларакан агрегата çакнă икĕ трактор хыççăн анасем шап-шурă юлаççĕ, çийĕнчех "иккĕмĕш çăкăра" сеткăсем çине сутлăха тултарса пыраççĕ.

М. Загребаева Патăрьелсем ĕçе пĕлсе йĕркеленине палăртрĕ, çавăн пекех патшалăх паракан çăмăллăхсем пирки каласа пачĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика