АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă мерăсем йышăнма яланах хатĕр

22 сентября 2017 г.

 Чăваш Енри Шупашкар хулин дежурнăй служби пĕлтернĕ тăрăх  (Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕ, ГКЧС, ШĔМ, республикăри катастрофа медицина центрĕ), авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче  ирхине 10 сехет те 50 минутран пуҫласа кăнтăрла  12 сехет те 10 минутчен администрацисен телефонĕсем ҫине  хулари организацисене  мина хунӑ сӑмах ҫитнӗ. Мина хунӑ тенисен шутӗнче «Дом торговли», «Звездный», «Рябинка», «Шупашкар», «Восточный» суту-илӳҫурчӗсене асӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен, «Эльбрус» бизнес-центртан, «Раҫҫей», «Атӑл» тата «Чӑваш Ен» хăна ҫурчӗсенчен, хула администрацийĕнчен, Мускав районĕн судĕнчен ҫынсене урама илсе тухнă.

 Ĕҫе вăраха тăсмасăр ятарлă службăсем вăхăтра ҫитнĕ, 1300 ҫынна пулăшу панă.  Палăртнă мероприяти авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14 сехет те 25 минут тĕлне вĕҫленнĕ.  Нимĕнле сирпĕтсе ямалли хатĕр те пулман, ниҫта та вырнаҫтарманнине ҫирĕплетнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика