АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе утнă хаваспа, киле килнĕ савăнса

29 сентября 2017 г.

Хаçатăн страницисенче ĕçре палăрнă, ялта ятлă-сумлă çынсем пирки нумай пичетлетпĕр. Кашни çыннăн тĕрлĕрен шăпа, пĕрин те теприн пек мар, çавăнпах-тăр пурин пирки те çырма интереслĕ. Хальхинче вулакансене Именкассинчи Хасяновсемпе паллаштарасшăн. Нурулла Минулловичпа Равия Ахметовна пĕр çемье çулĕпе шăкăл-шăкăл калаçса 60 çул утаççĕ. Иккĕшĕ те чылай çул учительте вăй хунă.

Вĕренмелле, вĕренмелле, вĕрентмелле Нурулла Минуллович хăйĕн пурнăçĕ пирки этемлĕхĕн чи лайăх вăхăчĕсенчен пĕринчен, ачалăхран, каласа пама пуçларĕ. 1930 çулта çуралнăскер, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин нушине те самаях туйнă, анчах вĕренес килни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Именкассинчи шкулта 5 çул вĕреннĕ хыççăн арçын учительсене фашистсемпе çапăçма илсе кайнăран Хирти Пикшикре ăс пухнă. Ют яла нумаях çỹреме тивмен. Çулталăкран аманса таврăннă педагог-салтак хăйĕн вĕренекенĕсене каялла тавăрать. 1946 çулта Н. Хасянов аттестат илнĕ хыççăн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтпе юлташĕсемпе пĕрле Патăрьелĕнчи педучилищĕне çул тытать. Тăватă çул ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕме хăнăхать.

_ Эпĕ педучилище пĕтернĕ çулхине шкулсенче 7 класс таран обязательно вĕренмелле турĕç. Учительсем çитменнипе пире хăш предметпа вăйлине кура пĕлỹ çурчĕсене яма пуçларĕç. Манăн Комсомольски районĕнчи Тутар Шурутне каймаллаччĕ, анчах çамрăк тесе Люляна, Упамсана е Йĕпреç районĕнчи Кубня ялĕсенчен пĕрне суйлама хушрĕç. Пĕрне те нихăçан та кайса курман. Картта патне пытăм та хăшĕ ăçтарах вырнаçнине пăхрăм. Киле килсе çỹреме Упамса çывăхрах пек туйăнчĕ. Икĕ çул унти ачасене физикăпа математика вĕрентрĕм, _ аса илчĕ учитель-ветеран. Унтан Тутар Шурутне çỹреме пуçлать. Шăпа ăна кунта пулас мăшăрĕпе _ Равия Ахметовнăпа _ паллаштарать.

1960 çулта Нурулла Минуллович çуралнă кĕтесе, Именкассине, таврăнать. Пĕлĕвне тарăнлатас тесе Чăваш патшалăх университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Вăй тапса тăракан арçынна педагогсен коллективĕ шкула ертсе пыма шанать. Н. Хасянов 8 çул çак тивĕçе пурнăçлать. Ĕçленĕ хушăрах велосипедпа ярăнассипе район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма та вăхăт тупать.

Вĕрентекен юнĕ _ йăхран-йăха

Равия Ахметовна Туçа ял тăрăхне кĕрекен Тутар Тимеш ялĕнче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕклех вăл хăйĕн тавра кĕçĕнреххисене сĕтел хушшине лартса шкулла выляма юратнă. Туçари пĕлỹ çуртĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул пионерсен вожатăйĕнче тăрăшнă. Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçласа Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне ăс пухма кĕнĕ. Икĕ çул куçăмлă майпа вĕреннĕ хыççăн Тутар Шурутне ĕçлеме вырнаçать. Каярах вара Именкассинчи шкула куçать, кунта тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать.

_ Пирĕн йăхра учитель профессине суйланисем нумай. Аттен тăванĕсем хушшинче Хусанти, Шупашкарти аслă шкулсенче ĕçленисем те пур. Шăллĕ кĕçĕн классене вĕрентнĕ пулнă. Йăмăкĕ Шăмăршă районĕнче учительте вăй хунă. Сăмах май, атте хăй те эпĕ çуралнă чухне шкулта ачасене ăс панă. Манра та вĕсен юнĕ чупать. Паян тепĕр хут професси суйлама ирĕк парсан та эпĕ учителех пулнă пулăттăм. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа çулсем аванах иртрĕç, анчах пĕрех тĕлĕкре уроксем ирттернине час-часах куратăп, _ тет Р. Хасянова кăмăллăн калаçса ларнă май.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та хисеплĕ учителе Каншелĕнчи шкула ĕçе чĕнсе илнĕ. Унти вĕренекенсемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Хушса çакна та каласа хăварас килет. Хасяновсем вĕрентнĕ ачасем хушшинчен вĕсен çулĕпе каякансем те, район, республика шайĕнче палăрнисем те пур. Акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов та хăй вăхăтĕнче вĕсен вĕренекенĕ пулнă.

Иккĕнре-çке пурнăçăн илемĕ

Нурулла Минулловичпа Равия Ахметовна Тутар Шурутĕнче пĕр-пĕринпе паллашнă. Икĕ çамрăк педагогăн сăмахĕсем те ытларах тупăннă, çепĕç туйăмĕсем те вăраннă. 1957 çулта мăшăр пĕр çемье çулĕпе утма пуçланă. Кỹршĕ районтах икĕ ачи çут тĕнчене килнĕ. Юрать-ха Хасяновсем пурăнакан кил хуçисем пĕчĕкскерсене юратнă, ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне хăйсен мăнукĕсем пекех пăхнă. Хушăран ытти çынсенчен те пулăшу ыйтма тивнĕ. Ача ỹстересси çăмăл мар-çке! Именкассинчи шкулта ĕçлеме пуçăнсан ку йывăрлăх пĕтнĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ йăха тăсакансене апатне те пĕçерсе çитернĕ, выляттарнă. Шел, Нурулла Минулловичăн амăшĕ нумаях утьăкка сиктереймен ывăлĕн пепкисене _ куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

_ Кĕçĕн ывăл тăваттăра чухне атте те вилчĕ. Вара ăна хампа пĕрле шкула илсе çỹ-реме пуçларăм. Урок вăхăтĕнче техничкăсен кабинетĕнче ларатчĕ, переменăра ачасем ăна выляма илсе тухатчĕç, _ тесе аса илчĕ Р. Хасянова. Мăшăрĕн сăмахне малалла Нурулла Минуллович тăсрĕ:

_ Тулли çемье тесе халь ашшĕпе амăшĕ пуррисене калаççĕ. Ман шухăшпа тулли çемьере аслашшĕпе асламăшĕ е кукашшĕ- пе кукамăшĕ те кирлĕ. Вĕсем пур чухне ачасене ỹстерме те çăмăлрах.

Аслисене хисеплемеллине, вĕсем пурнăç курнине тата ватлăх кашни çынна куçран пăхнине шута илсех ĕнтĕ Нурулла Минуллович мăшăрĕн амăшне те хăйсем патне илсе килтернĕ. Кĕрỹшне вара анийĕшĕ ывăлĕ вырăнне хурсах юратнă.

Хасяновсем 6 ача çуратса ỹстернĕ: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларса килĕнчен ăсатнă. Апла пулин те вĕсем час-часах тăван кĕтесне пухăнаççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика