АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше çитĕнỹсем суннă

29 сентября 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова икĕ хут Тĕнче чемпионкипе, Тĕнче кубокĕн хуçипе, Пекинри çуллахи олимпиадин пăхăр призерĕпе, темиçе хут Раççей чемпионки ятне тивĕçнĕ, маунтинбайк енĕпе тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕпе И. Калентьевăпа тĕл пулнă. Ирина Николаевна район пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать, май пур таран çуралнă кĕтесре пулма тăрăшать.

Калаçура И. Калентьева хăйĕн спортри пурнăçĕ- пе, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Сентябрь пуçламăшĕнче Австралинчи Кэрнсра велоспортăн маунтинбайк енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пиллĕкмĕш вырăн йышăнса "элита" категорине кĕнĕ. Иртнĕ эрнере Швейцаринчи Тĕнче кубокĕшĕн пынă тупăшура виççĕмĕш тухнă, пĕтĕмĕшле зачетра _ иккĕмĕш.

С. Чернова ентеше малалла та çитĕнỹсем тума суннă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика