АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем малашлăхпа пурăнаççĕ

29 сентября 2017 г.

Районти чылай ял тăрăхĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ: пĕринче çул, тепринче вите, виççĕмĕшĕнче выльăх пусса тирпейлемелли цех тата ытти те тăваççĕ. Патăрьелсен хастарлăхĕнчен, маттурлăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен ыттисем çавăнпах ĕнтĕ тĕлĕнсе тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Л. Кузнецов кăçал хута яма палăртнă объектсене çитсе курчĕç.

Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермер пĕрре те пушă тăмасть. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет-ши? Калама йывăртарах. Хальхи вăхăтра фермер выльăха пуснă хыççăнхи юлашки-тĕрешкине тирпейлекен завода хута ярассипе вăй хурать. Объекта кăçалхи июнь уйăхĕнче тума пуçланă. Кĕске тапхăртах чылай ĕç пурнăçланă. Çывăх кунсенче Италинче кăларнă оборудованисене илсе килсе вырнаçтарма палăртнă.

_ Çумăрсем çуни пире нумай чăрмантарчĕ, çавăнпа халь иртен пуçласа каçченех тăрăшатпăр. Ноябрь уйăхĕ тĕлне завода хута ярасшăн. Кунта 15 çын валли ĕç вырăнĕ пулать, _ терĕ Ф. Чабатов объектпа паллаштарса çỹренĕ май. Фермерăн малашлăхри тĕллевĕсем те пысăк. Вăл çак завод çумнех тата выльăх пусса тирпейлекен цех та тăвасшăн.

Д. Земдиханов та выльăх пусса тирпейлекен пункт хăпартнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ Л. Кузнецов пынă чухне те строительсем хĕрсех тăрăшатчĕç.

Пăлапуç Нурăсĕнчи фермăра паяна 700-е яхăн качака. Вĕсене ятарлă залра сăваççĕ. Пĕр выльăх талăкра вăтамран 1,2 килограмм сĕт парать. Шурă паха шĕвеке Ижевска леçеççĕ.

Кĕтĕве 1000 пуçа çитерме палăртнăран С. Халитова фермер тепĕр вите тума пикеннĕ. Хуралтăн тăррине витнĕ, урайне бетонпа сарнă. Ĕçлемелли пур-ха, анчах ытларахăшĕ шалти ĕçсем. Строительсем объекта Çĕнĕ çулччен вĕçлесси куç умĕнче.

"Исток" агрофирмăн 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ витине 2015 çул вĕçĕнче хута янăччĕ. Ун чухне А. Илюткин директор тата 200 выльăх валли тăвассине пĕлтернĕччĕ. Ертỹçĕ сăмаха çилпе вĕçтермерĕ. Çулла кунта строительсем ĕçе пикенчĕç. Паян вĕсем пĕр самант та пушă тăмаççĕ. Хăш-пĕр оборудованине вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ Л. Кузнецов А. Лялькин фермер патĕнче те пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика