АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ

29 сентября 2017 г.

 Район администрацийĕн ларусем ирттерекен пысăк залĕнче VI созыври районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров ертсе пынă.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприяти, организаци тата мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăннă.

Районти бюджет тивĕçтерĕв- не шайлаштарма дотацин пĕр пайне улăштарасси тата депутатсен Пухăвĕн "2017 çул валли тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи район бюджечĕ çинчен", çавăн пекех вырăнти самоуправлени органĕсенче налука йĕркелесе пырассипе çыхăннă Положение çирĕплетесси çинчен калакан йышăнусене улшăнусем кĕртесси пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан _ финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, куçман пурлăх объекчĕсене муниципаллă харпăрлăха илес пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов тухса калаçнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну кăларнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика