АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир пуртан _ эпир пуян

29 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен "Аслă ăру çыннисем _ чĕрепе çамрăккисем" вунăкунлăх иртет. Çак тапхăрта кашни ял тăрăхĕнче уяв мероприятийĕсем пулаççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра "Пенси законодательствинчи çивĕч ыйтусем" темăпа калаçу тата "Сывлăх сехечĕ" иртнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен Патăрьел ял тăрăхĕ йĕркелекен "Мăнукпа йывăç лартатпăр тата ăна упратпăр" акцие те (сентябрĕн 27-мĕшĕ _ октябрĕн 4-мĕшĕ) хутшăнма май пур. Октябрĕн 3-мĕшĕнче бизнес-инкубаторта шашка-шахмат турнирĕн- че вăй виçеççĕ. Ваттисен кунне халалласа культура учрежденийĕ- сенче куравсем, мастер-классем, кану каçĕсем йĕркелеççĕ. Октябрĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче "Истори тапхăрĕсен фес- тивалĕ" пулать.

Шкулта вĕренекенсем "Пулăшу" тата "Ырă тăвакан ушкăн" акцие хутшăнса аслă ăрурисене пахча ĕçĕсенче, кил-çурта хăтлăх кĕртме, саламсем çитерме кăмăл тунă. Çавăн пекех вĕрентỹ учрежденийĕ- сенче тĕл пулусене чĕнеççĕ, сочиненисен, ỹкерчĕксен конкурсне ирттереççĕ.

Вунăкунлăхра чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене ЗАГС пайĕнче савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем килтен тухса çỹреймен ватă çынсем, юбилейĕсене паллă тăвакансем патне çитме палăртнă.

Аслă çултисене уявран уява çеç аса илмелле мар, çавăнпа та районти мероприятие йĕркелекен комитет вĕсене сума суса çулталăк вĕçĕччен предприяти-организаци ертỹçисене "Хисеп хăми" стенд йĕркелемелли, "Çăкăр" музейĕн "Предприятисен чи лайăх альбомĕ" конкурс ирттермелли, тивĕçлĕ канăва кайнисене вĕрентỹ учрежденийĕсенче компьютерпа ĕçлеме хăнăхтармалли, "Юмах" ача садĕн-че "Патăрьелĕнчи педучилище" кĕтес тумалли пирки каланă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика