АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ çулĕ çăмăл пулман

03 октября 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Правительство çуртĕнче "Атăлçи Зарници" çĕнтерỹçисемпе тĕл пулнă.

Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче Оренбург хулинче çарпа спорт вăййисем иртнĕччĕ. Унта Чăваш Республикин чысне хỹтĕленĕ Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

Михаил Игнатьев çамрăк армеецсемпе ашшĕ-амăшне, педагогсене пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламланă. "Тăван республика сумне эсир тата çĕклерĕр, ку пулăм историе пысăк саспаллисемпе çырăнса юлĕ", _ тенĕ Михаил Васильевич çамрăксене ăнăçу суннă май. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ патриотла туйăмсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни малашлăхра та çитĕнỹсен çăлкуçĕ пуласси пирки пĕлтернĕ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева çак çĕнтерỹ вĕрентỹ учрежденийĕн чылай çулхи курăмлă ĕçĕсенчен пĕри пулни пирки асăнса хăварнă. 2014 çулта пĕлỹ çур-тĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕн тивлетне пула гражданла-патриотла воспитани енĕпе программа пурнăçа кĕртме пикеннĕ, унта кашни пиллĕкмĕш вĕренекен хутшăнать. Шкул çумĕнче çарпа патриотла "Патриот" клуб ĕçлет. Кунти команда республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче пĕрре мар малти вырăнсене тухнă.

"Ачасем кирек хăш мероприятинче те шкул, район, республика чысне тивĕçлипе хỹтĕлес тесе тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр икĕ выпусник çар училищисене вĕренме кĕчĕç", _ тенĕ шкул директорĕ.

Çĕнтерỹ çăмăлпа килменнине командăна вăййа хатĕрлекенĕ, ОБЖпа физкультура вĕрентекенĕ Ю. Васюткин тĕплĕн каласа кăтартнă. "2015 çулта эпир пĕрремĕш хут "Атăлçи Зарницине" хутшăнтăмăр. Пирĕн команда ун чухне тăваттăмĕш вырăн йышăннăччĕ.Чăнах та ун чухне урăх йышчĕ ĕнтĕ. Халĕ вара тата вăйлăрах хатĕрленме пикентĕмĕр.

Ачасен каникулта канма та вăхăт пулмарĕ, вĕсем йывăрлăха чăтса ирттерчĕç. Чăннипех те маттурсем, вĕсем!", _ тенĕ Юрий Иванович. Çавăн пекех вăл хăйĕн сăмахĕнче çамрăк армеецсен юхăмне пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне тав тунă. Ачасем те хăйсен асра юлнă саманчĕсемпе паллаштарнă. "Пур команда та хăйсем чи вăйлине кăтартма тăрăшрĕç, анчах пирĕн ушкăн пĕтĕм чунне пачĕ, хăшĕсем хăйсен кăтартăвĕсене те лайăхлатрĕç",_тенĕ команда командирĕ Е.Селиванов. Культура программисем, çар техникипе, музейпе паллашни, тематика каçĕсем çамрăксен пурнăçĕнче ырă йĕр хăварни пирки асăнса хăварнă команда членĕ Е.Филиппова. Шкул директорĕпе командăна хатĕрленĕ Ю. Васюткина тав туса ашшĕ-амăшĕ ячĕпе И.Селивановăпа С.Сафьянов сăмах илнĕ.

Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк армеецсемпе вĕсен ашшĕ- амăшне, командăна хатĕрлекене асăнмаллăх парнесемпе тав хучĕсем панă.

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службин сайтĕнчи материалпа усă курса пичете А. Козлов хатĕрленĕ).

Кĕскен

"Атăлçи Зарници" çарпа спорт вăййисене федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнипе пилĕк çул каялла ирттерме пикеннĕ. Кăçал ăмăртура Атăлçи тăрăхĕн-чи 14 команда (200 ача) вăй виçнĕ. Чăваш Ен команди пĕрремĕш хут çĕнтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика