АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пысăк

03 октября 2017 г.

Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен вăтам шкул коллективĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи професси уявне _ Вĕрентекен кунне _ пысăк хавхаланупа кĕтсе илет.

Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çурла уйăхĕнче шкул ачисем хушшинче физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиада призерĕсене хатĕрленĕшĕн Владимир Васильевич Матюшкинпа Валерий Николаевич Никитин вĕрентекенсем 150-шар пин тенкĕ гранта тивĕçрĕç. Ун хыççăнах Республика Пуçлăхĕн тепĕр хушăвĕпе республикăри çирĕм вĕрентỹ организацийĕ хушшине каллех Первомайскисен ячĕ кĕчĕ, вĕсем 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕç. Уяв умĕн эпир асăннă шкулăн ертỹçипе Вячеслав Чернышевпа тĕл пултăмăр, вĕсен савăнăçне пĕрле пайланă май малашлăх тĕллевĕсемпе паллашрăмăр.

_ Вячеслав Софронович, район, шкул юбилейĕн çулталăкĕ сире пысăк ăнăçу кỹчĕ. Грант укçи-тенкине мĕнле тĕллевпе усă курма шутлатăр?

_ Сывлăх çирĕп пулсан, ăс-тăн та çирĕп пулĕ. Çавăнпа та коллективра спортпа физкультурăна аталантарас, пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕллевпе усă курăпăр. Ĕмĕтсем пысăк. Пирĕн вăтам шкул никĕсĕ çинче малашне кăнтăр районĕсенчи спорт- сменсене хатĕрлемелли база тăвас шухăш та пур. Финанс тĕлĕшĕпе ыйту татăлсан пуçăннă ĕçе тата анлăлатма тивĕ.

_ Сирĕн коллективра харăсах икĕ физкультура учителĕ уйрăм грант илнине мĕнле хаклатăр?

_ Çакăн валли вĕсем иккĕшĕ те "пиçсе" çитнĕ. Юлашки вунă çулта педагогсем хатĕрлекен спортсменсем район шайĕнчи ăмăртусенче çеç мар, республикăра та сахал мар çĕнтерчĕç. Темиçе çул каялла çăмăл атлетсен пĕр ушкăнĕ Анапăна та кайса килме тивĕçрĕ. Шанас килет, çак савăнăç ытти педагогсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пулĕ.

_ Ас тăватăп-ха, эсир 2006 çулта та РФ Президенчĕн пысăк грантне тивĕçнĕччĕ...

_ Çапла, ун чухне те пĕр миллион тенкĕ укçана шкулăн пурлăх базине тĕреклетнĕ çĕре ятăмăр. Çакнашкал çитĕнỹ вăл пĕр çыннăн тăрăшăвĕ çеç мар, коллективăн ырми-канми ĕçĕ тесе шутлатăп.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика