АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çартан пăрăннăшăн уголовлă яваплăх кĕтет

03 октября 2017 г.

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çар службинчен пăрăнакансем енĕпе 2016 тата 2017 çулсенче пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59 статьипе килĕшỹллĕн Тăван çĕршыва сыхласси кашни гражданинăн тивĕçĕ шутланать. Çара каяссинчен тарса çỹрекенсене уголовлă яваплăх кĕтет: икĕ çул таранах ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ таран штраф пама е икĕ çул таран ĕçлесе юсанмалли йĕркепе айăплаççĕ.

2016 çулта республикăра çартан пăрăнакансем пирки приговор кăларнă чухне штраф йĕркипе усă курнă. Уголовлă яваплăх тытни пĕрех çар службинчен хăтармасть. Судпа айăпланнă вăхăт иртсен салтака каясах пулать.

Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика