АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир ачасемшĕн анне вырăнĕнче, тунсăхлаттармастăр чỹрече умĕнче

03 октября 2017 г.

Ачасемпе пĕр чĕлхе тупакансем тесе хаклас килет ача садĕнче ĕçлекенсем пирки. Вĕсем калаçма та пĕлмен пепкесене йышăнса юлаççĕ те ташлама, юрлама, çырма, вулама, туслă пулма хăнăхтараççĕ. Çак çăмăл мар профессинче тăрăшакансем авăнăн 28-мĕшĕнче хăйсен уявне И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн акт залĕнче паллă турĕç. Вĕсене Воспитательсен кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ И. Рубцова, РФ наукисен тата халăха вĕрентес ĕçченсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ С. Елагина саламларĕç. Республика, район шайĕнчи Хисеп хучĕсене парса чысларĕç. Паллах, çакăн пек сума пур ĕçчен те тивĕç. Кашнийĕ çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшать. Ачасем тарăн пĕлỹ илччĕр тесе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртеççĕ, пĕчĕк музейсем, экологи кĕтесĕсем, пахчасем тăваççĕ. Чăваш, тутар халăх йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. Çавăн пекех воспитательсем хăйсем те семинарсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Районти шкул çулне çитмен вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче иртнĕ 38-мĕш Спартакиадăра Сăкăтсем _ пĕрремĕш, Туçасем _ иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Районта çитĕнекен ăрăва ỹсме, аталанма тивĕçлĕ услови туса парассишĕн сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 12 ача сачĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата пĕлỹ çурчĕсем çумĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсем пур. Çулталăк çурăран пуçласа 6 çула çитичченхи ачасен 83 проценчĕ ирсерен шкул çулне çитменнисен учрежденине çỹрет. Юлашки 5 çулта тата 600 яхăн вырăн хутшăннă. Черете тăракансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Уява пухăннисене ача садне çỹрекенсем сăвăсемпе, юрăсемпе савăнтарчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика