АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă çулхисем _ хисепре

06 октября 2017 г.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне анлăн паллă турĕç. Уява ялсенчи аслă çултисем хутшăнчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уçрĕ. Рудольф Васильевич пурне те Юхмапа Пăла тăрăхне аталантарма пулăшнăшăн тав турĕ, вĕсен канашĕсем паян та кирлине, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тĕрев пулнине палăртрĕ.

Залра пухăннисем районти шкул коллективĕсем хатĕрленĕ истори тапхăрĕсен фестивальне курчĕç. Патăрьелсем ăçтан тата мĕнле йăхран пуçланса кайнине, самана йывăрлăхĕсене еплерех чăтса ирттернине пăхнă чухне çемçе кăмăллисен куçĕсем шывланчĕç. Хăшĕ-пĕри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи йывăр çулсене аса илчĕ-тĕр. Йăхташăмăрсен кун-çулĕ çăмăлах пулманнине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Паянхи çамрăксен пултарулăхĕпе вара савăнчĕç. Ара, мăнукĕсем лайăх пурăнччăр тесе мар-и-ха тивĕçлĕ канурисем хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнă? Кашни номере куракансем тăвăллăн алă çупса хакларĕç.

Уяв концерчĕ вĕçленсен "Раççей пенсионерĕсен канашĕ" организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Т. Полякова аслă çултисем патне тимлĕх уйăрнăшăн пурин ячĕпе те тав турĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика