АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурса хутшăнаççĕ

06 октября 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвне пурнăçласа тата педагогика пĕрлĕхĕнчи хор искусствине аталантарас, пулăшас, пропагандăлас тĕллевпе республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви РФ наукисен тата халăха вĕрентес ĕçченсен профсоюз организацийĕпе, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствипе пĕрле тăваттăмĕш çул учительсен пĕрлешỹллĕ хорĕн конкурсне йĕркелет. Кăçал ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

Районти культурăпа кану центрĕнче Патăрьелĕнчи, Комсомольскинчи, Елчĕкри учительсен пĕрлешỹллĕ хорĕн зонăри тапхăрĕ иртнĕ. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультура тата спорт пайĕн начальникĕ И. Рубцова саламланă.

Конкурса хутшăнакансем республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа вырăс тата чăваш юррисене шăрантарнă. Пĕтĕмлетỹ тăрăх, И. Шурбин ертсе пыракан Елчĕк хорĕ "Сердце матери" юрăпа "Вырăсла янăранă чи лайăх юрă" номинацинче мала тухнă. "Чăвашла янăранă чи лайăх юрă" хисепе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти музыка учителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ П. Никитин ертсе пыракан Патăрьелĕнчи учительсен хорĕ "Тăван кил ăшши" юрăпа çĕнсе илнĕ.

Каçалсем "Сценăри чи лайăх сăнар" номинацие тивĕçнĕ.

Çĕнтерỹçĕсем Учительсен кунĕ ячĕпе октябрĕн 7-мĕшĕнче республикăра иртекен конкурса хутшăнаççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика