АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене _ ăшă та тутă хĕл

06 октября 2017 г.

Выльăхсене витесене кĕртме те вăхăт çитрĕ, анчах пур хуçалăх та хĕле хатĕрлен- нĕ-и-ха? Хуралтăсене шуратса, дезинфекци туса юсанă-и-ха? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе ятарлă комисси членĕсем ял хуçалăх предприятисен, фермер хуçалăхĕсен фермисене çитсе курчĕç. Халĕччен тунă ĕçсене пахаларĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç.

Комисси 12 ял хуçалăх предприятийĕнче тата 12 фермер хуçалăхĕнче пулнă

Сивĕ кунсенче те ĕне-выльăхран сĕт, аш-какай туса илессине ỹстерес тĕллевпе "Батыревский", "Исток", "Красное знамя", "Звезда", "Труд" хуçалăхсенче, Р. Санзяпов, Р. Бикчурин, И. Шарафутдинов, С. Халитова, Э. Зейнетдинов фермер хуçалăхĕсенче нумай ĕç тунă. Чылайăшĕнче ферма территорине тислĕкрен тасатнă, вите алăкĕсене, чỹречисене, урайне, апат хумаллисене, канализаци системисене, шыв пăрăхĕсене, электропроводкăсене юсанă, стенасене шуратнă. Районти ветеринари станцийĕн вăйĕпе йỹçĕк натрипе дезинфекци тунă. Витесенче санитари кунĕсене вăхăтра ирттереççĕ. Выльăхсем валли эмел курăкĕсем типĕтсе хунă. Рационта сĕтеклĕ апат пултăр тесе тăрăшаççĕ. Утă-улăм, сенаж, силос çителĕклĕ хатĕрленĕ.

"Батыревский", "Исток", "Красное знамя" хуçалăхсенчи çĕнĕ витесене кĕрсен чун хĕпĕртет. Фермăра ĕçлекенсем валли пур услови те туса панă. Дояркăсене çăвăнса тасалма душ, ывăннă хыççăн кĕрсе канма ятарлă пỹлĕмсем пур. Выльăхсене апат парассине те механизациленĕ. Ытти хуçалăхсен вĕсенчен тĕслĕх илмелли чылай.

Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче сивĕ кунсем çитмеççĕ тесе шухăшлаççĕ пулмалла. Çу каçа пĕр пăта çапманнисем те пур. Фермăсенче шăплăх хуçаланать. "Тойсинская", "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсенче, С. Чаданов, А. Денисов фермер хуçалăхĕсенче витесенче ĕçлемелли чылай-ха.

Апат бази пуянах маррисем те пур. Çакă картари выльăхсене улăмпа çеç усранинчен те курăнчĕ. Халь те симĕс курăк çитермесен ăçтан сăвăм пысăк пултăр ĕнтĕ? Выльăхран тупăш илес тесен жмых, жом, провимипе шурă тăм, тăвар памалла, пурăнмалли услови те лайăх кирлĕ.

Чылай çĕрте кадрсем çитмеççĕ. Тỹлев сахал чухне вăй хурас текенсем те шутлă çеç çав. Çавна май фермăра вăй хуракансем патне тимлĕх ытларах уйăрмалла.

Хĕл куллен çывхарса пырать, çавăнпа та юлнă вăхăтпа усă курса юсав ĕçĕсене вĕçлемелле, выльăхсене, ферма ĕçченĕсене тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тăрăшмалла.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станциначальникĕ;

З. ТЕЛЕГИНА, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика