АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агропромышленность аталанать – пурнăç лайăхланать

29 марта 2008 г.

В.МАЛЬЦЕВА
Пирĕн район республикăра чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан тăрăхсенчен пĕри. Çĕнĕ шухăшсем, пысăк проектсем, ял хуçалăхне укçа хывма шикленмен инвесторсем – пурте пур кунта. Паллах, ĕмĕчĕсем сÿнме пуçланă хуçалăхсене те тĕл пулатăн. Районăн муниципаллă политикин çул-йĕрĕ – ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан пур харпăрлăх формине те аталантарасси тата пулăшса пырасси.

Укçана ĕçлесе илмелле

Тĕллеве, паллах, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртесшĕн.

– Паянхи кун, рынок тапхăрĕнче, вăл пулăшмасăр пурăнма майĕ те çук пулĕ, – тет район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков. – Укçа пулă хуппи мар, ăна ĕçлесе илме пĕлмелле. Çĕр çине хывнă укçаран та тупăш курмалла. Çак тĕллевпех аталаннă, ура çинче çирĕп тăракан предприятисемпе организацисене, пайтаçăсене пĕр-пĕр юхăннă хуçалăха шефа илме чылай ÿкĕтлетпĕр. Шанчăк паракан хуçалăхсем, паллах, пирĕн районта çук мар. Сăмахран, Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Батыревский”, “Исток” тата ытти те. Район 38824 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 140, 9 пин тонна çĕр улми, 28, 5 пин тонна пахча çимĕç, 27, 3 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтернинче вĕсен тÿпи калама çук пысăк. Чылайăшĕ кÿршĕ хуçалăхсен çĕрĕсене те пушă вырттармаççĕ.

Иртнĕ çул хуçалăхсем çĕр çинче çитĕнтернĕ продукцие сутса 59 миллион тенкĕ тупăш курнă.

Талăкра – 10-шар килограмм

Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем – 6040, хресчен фермер хуçалăхĕсем – 504, хушма хуçалăхсем 26267 тонна сĕт суса илнĕ. Сĕт сутса 1 миллион та 258 пин тенкĕ тупăш курнă.

Хальхи вăхăтра районти пур тытăмри хуçалăхра талăкра 15940 килограмм сĕт сăваççĕ. Кашни ĕнерен – 10, 7 килограмм. “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕнче ку кăтарту – 19, 1, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче 16, 4 килогрампа танлашать. Сăвăнакан ĕнесен йышне те чакарман, паянхи куна 1483 пуç. Кăçал мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе тата лайăхрах ĕçлесшĕн, ăратлă пушмаксем ытларах туянасшăн. Ку тĕлĕшпе “Звезда”, Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Красное знамя”, “Труд” хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Асăннă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетсе модернизацилес тĕлĕшпе те нумай ĕçлеççĕ. “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд” хуçалăхсенче кредит илсе сĕт пăрăхĕ, сивĕтекен оборудовани вырнаçтарнă. Кăçал “Гвардеец”, “Тойсинская” тата ытти хăш-пĕр хуçалăх пикенесшĕн.

Кооперативсен

усси пысăк

Наци проекчĕ ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ. Йывăрлăха лекнĕ чылай хуçалăха малалла утма, аталанма вăй хушрĕ вăл. Ял çыннишĕн те усăллă пулчĕ. Икĕ çул хушшинче 2441 çемье 400 миллион те 576 пин тенкĕ кредит илнĕ, хушма хуçалăха аталантарма усă курнă.

Районта 22 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ĕçлет. Вĕсене халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, çĕр улми пуçтарас тĕллевпе уçнă. Халĕ ял çынни хăй çитĕнтернĕ продукцие пĕр чăрмавсăрах вырнаçтарма пултарать. Кооперативсем ял хуçалăх продукцине туяннипе пĕрлех халăха тĕрлĕ йышши пулăшу кÿреççĕ. Выльăх апачĕпе, ветпрепаратсемпе, гербицидсемпе тивĕçтерме, груз турттарма пулăшаççĕ. Кооперативсен ĕçĕпе халăх кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика