АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанатпăр Настьăпа

29 марта 2008 г.

Н.КОШЕЛЕВА
Пĕр çемьерен икĕ ача Президент стипендиачĕ пулни районта пур-ши; Тен, республикăра та çук. Пур пулсан та, сахал пуль. Аслă Чемен ялĕнче Марина Викентьевнăпа Гаврил Федорович Медведевсен 2 хĕрĕ тивĕçрĕç çак чыса. Асли, Катя, Шупашкарти культура училищинче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне илнĕччĕ стипендие. Кăçал 10-мĕш класра вĕренекен Настя йăмăкĕ те Президент стипендиачĕ пулса тăнине пĕлсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, тус-юлташĕ мĕнлерех савăнчĕç.

4 çултанпах Настя спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. 6 çулта республикăра ирĕклĕ майпа кĕрешсе иртнĕ тупăшура пурне те тĕлĕнтернĕ. 7 çулта чухне çемье командисен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Алă вăйĕ виçсе Настя хăйĕнчен аслă арçын ачасене парăнтарнă. Малашнехи çемье конкурсĕсенче нумай хутчен çĕнтернĕ Медведевсем. Настя ачасенчен чи маттурри пулнă. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртура: йĕлтĕрпе, çуран чупса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, çÿллĕшне сиксе, теннисла выляса, алă вăй виçсе хĕр ача нумай-нумай хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Районта çулсерен А.Деверинская, В.Маркиданов, Ф.Краснова, А.Ундеров, “Авангард” хаçатăн призĕсемшĕн çуран тата йĕлтĕрпе чупса иртекен ăмăртусенчен яланах грамотăсемпе таврăнать хĕр. “Президент ăмăртăвĕсенче” 2005 тата 2006 çулсенче шкул команди пĕрремĕш тухма пултарчĕ. Республикăри çакăн пек ăмăртура вара Настьăпа унăн юлташĕсем иккĕмĕш пулчĕç.

2007 çулта Медведевсем районта çемье конкурсĕнче çĕнтерсе, республикăра лайăххисен шутне кĕме пултарчĕç: “Спорт çемйи” номинаципе Н.Федоров Президентран хаклă парне илме тивĕç пулчĕç.

Çемьесен ăмăртăвĕнче республикăра пĕрремĕш, “Советская Чувашия” хаçатшăн чупса вара эстафетăра иккĕмĕш тухни питĕ пысăк чыс. Икĕ хут каратэ енĕпе тĕнче чемпионĕн Н.Алешев парнишĕн йĕлтĕрпе чупса Настьăран икĕ çул никам та иртеймерĕ.

Настя ташлама ăста. Амăшĕ ертсе пыракан “Ассорти” ушкăна çÿрет вăл. Республикăри “Адрес детства – Россия” тата “Движение и вдохновение”, пĕтĕм Раççейри “А память нам покоя не дает” конкурссен лауреачĕсем вĕсем. Турцире иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери фестивальтен илсе килнĕ диплом вара – чи хакли. Тĕрлĕ грамотăпа диплом шучĕ Настăн 80! Мĕн чухлĕ парнене, медале тивĕçмен-ши тата вăл! Вĕренÿре “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. “Русский медвежонок”, “Кенгуру”, “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурссене хастар хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика