АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле телейлĕ эсĕ, Оля!

05 апреля 2008 г.

А.ЕГОРОВА

Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ Перекет банкĕнче Оля Волкова çулĕпе те, ĕç стажĕпе те чи çамрăккисенчен пĕри. Чăваш Патшалăх университечĕн экономика факультечĕн финанспа кредит уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ĕç кĕнекине çак пысăк учрежденинче уçнă вăл. Унтанпа пĕр çулталăк та çитмен-ха. Малтан кредит енĕпе ĕçлекен инспекторта тăрăшнă, халĕ вара халăхăн тĕрлĕрен ыйтăвĕпе тимлекен сектор консультантĕнче ĕçлет.

– Хамăн ĕçе питĕ килĕштерсе пикентĕм. Кашни ир ĕçе кăмăлтан, савăнса каятăп, киле те хавхаланса таврăнатăп, – хăпартланса та хăюллăн калаçать хĕр ача. Сбербанк коллективĕ çак кĕске тапхăртах Именкасси чиперкки Ольга Николаевна пысăк тавра курăмлă, пур енĕпе те пултаруллă ĕçчен иккенне туйнă. Кирек мĕнле ĕçе те вăр-вар та тĕплĕ пурнăçлать вăл. Çак паха енсене курсах ĕнтĕ ăна нумай пулмасть ĕç коллективĕ Чăваш Енре тăваттăмĕш хут иртекен “Перекет Банкĕн илемĕ-2008” конкурса хутшăнса Патăрьел Перекет банкĕн чысне, ятне, хÿтĕлеме сĕннĕ. Пĕр турткаланмасăр килĕшнĕ Оля ĕçтешĕсен сĕнĕвĕпе. Суйласа илмелли тура кашни районтан тата хуласенчен çирĕм пике хутшăннă. Оля евĕр пултаруллă та ăста специалистсем сцена çинче татах та пулнă. Çапах та вăл жюри членĕсем пысăк хак панă хыççăн финала çакланнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи конкурсантсемпе юнашар пирĕн Оля Волкова Патăрьелсен ятне хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ шайра кăтартма тивнĕ унăн хăйне тĕп хуламăрти оперăпа балет театрĕн аслă сцени çинче. Хăйпе паллаштарнă чухне вăл вĕлле хурчĕн ролĕнче пулнă. Банк символикипе тухнă “ылтăн хуртăн” артист ăсталăхне пĕрре-мĕш конкурсрах жюри членĕсем пысăка хурса хакланă. Талантсен тупăшăвĕнче фокуссем кăтартса тĕлĕн-тернĕ, ун хыççăн Ырă ĕçсен çулталăкĕнчи пархатарлă ĕçсем пирки тунă докладпа савăнтарнă тата ытти те. Чи кăмăлли те кĕтнĕ самант – конкурс итогĕ. Унăн пĕтĕм-летĕвĕпе Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ Перекет банкĕн ĕçченĕ Ольга Николаевна Волкова – “Перекет банкĕн илемĕ-2008” конкурс çĕнтерÿçи. Çывăх вăхăтра Патăрьел пикин çĕр-шывăн тĕп хулинче çак енĕпех Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме каймалла пулĕ. Çĕнтерÿçĕне чи пысăк парне – инçе çул çÿреве – Сингапура кайса канмалли путевка. Епле телейлĕ эсĕ, Оля.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика