АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисенчен пĕри

05 апреля 2008 г.

И.ГЛУХОВ
Треньел ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр Канаш хулинчи медучилищăна фельдшер уйрăмне вĕренме кĕрет. Дипломлă специалист чирлĕ çынсене сыватма тытнă шухăша тÿрре кăларать.

Район больницинче, хирурги уйрăмĕнче, практикăра вăй хунă вăхăтра унăн ăсталăхне, тараватпа ĕçченлĕхне врачсем асăрхаççĕ, Татьянăна хăйсем патне ĕçлеме юлма ыйтаççĕ. Анчах та вăл фельдшер ĕçне кăмăлланипе çуралнă ялĕнчех тĕпленме тĕллев лартать. Унтанпа çирĕм çул çитрĕ.

Мăшăрĕпе Татьяна Алексеевна ывăл çитĕнтереççĕ, хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ял-йышра та ырă ятлă, сумлă çын вăл. Васкавлă пулăшу панисĕр пуçне чирлĕ çынсемпе сывату курсĕсем ирттерет. Шкул ачисен умĕнче, пухусенче тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешесси çинчен лекцисем вулать. Çавăн пекех – ваттисен кунĕсенче, сусăрсен уявĕсенче медицина енчен калаçусем йĕркелет.

Татьяна Алексеевна хăйĕн пултарулăхне кăтартас тĕллевпе районта иртекен “Лучший фельдшер” конкурса хутшăнма тĕллев лартать. Унта иккĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Вăл – аслă категориллĕ фельдшер. Чирлĕ çынсем патне яланах вăхăтра çитет, вĕсене кĕске хушăрах сыватса ура çине тăратма пултарать, прививкăсене кирлĕ чухне туса пырать. Хăйĕн профессине юратнипе пĕрлех хут ĕçне те таса та тĕрĕс çырса пурнăçлать.

Ăна район больницинчен темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысланă.

Перепись ĕçне кÿлĕннĕшĕн “За активное участие во Всероссийской переписи населения 2002 года” наградăна тивĕç пулчĕ. Район администрацинчен удостоверенипе пĕрлех значок парса чысларĕç.

Халăх Татьянăна тарават та çепĕç, маттур та ĕçчен, пултаруллă та çирĕп пулнишĕн хаклать. Ватăсем Логуновăна тухтăр пулма çуралнă çын тесе çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика