АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » О.ИВАНОВА, Роспотребнадзор специалисчĕ

05 апреля 2008 г.

Ĕçмелли шыв радиаци енĕпе, ерекен чирсен микробĕсем çуккипе, хими хутăшĕпе, тутипе, шăршипе, тĕсĕпе сиенсĕр пулмалла. Районта пурăнакансемшĕн пусă чи кирлĕ çăл куç шутланать. Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем вĕсенчи шыва çулсерен тĕрĕслесе тăраççĕ. 2007 çулта илнĕ 171 тĕрĕслеврен пиллĕкĕшĕнче бактерисен хисепĕ пысăк пулнă. Çакă пусăсем санитари енчен кирлĕ шайра пулманнипе çыхăннă. Шыв пахалăхĕ ăна чавмалли вырăна тĕрĕс суйласа илнинчен килет.

Санитари правилисен норми тăрăх вăл выльăх-чĕрлĕх сарайĕнчен, туалатсенчен, тислĕк куписенчен 50 метр, магистраллĕ çулсенчен 30 метр айккинче пулмалла. Пурана вырнаçтарнă хыççăн 2 метр тарăнăш, 1 метр сарлакăш тăм “çăра” тумалла. Пусă йĕри-тавра икĕ метр радиуспа бетон сармалла, карта тытмалла. Пусă çывă-хĕнче автомашина çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма, кĕпе-йĕм чÿхеме юрамасть. Çак йĕркесене пăхăнсан çеç пурте йĕркеллĕ пулĕ.

Районти хăш-пĕр хуçалăхра шыв пăрăхĕсене, артскважинăсене япăх пăхса тăраççĕ. Артскважинăсем тавра тытнă картасем çĕмрĕк, çавна пулах унта выльăх-чĕрлĕх ирĕккĕн çÿрет. Хăш-пĕр çĕрте вĕсен çывăхне пурăнмалли çуртсем, мунчасем, витесем лартаççĕ. Паллах, çакă шыв пахалăхĕ япăхланасси патне илсе çитерет.

Ял тăрăх пуçлăхĕсен, хуçалăх ертÿçисен çÿлерех асăннă тĕслĕхсенчен тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла.

Санитарипе гигиена правилисене пурнăçламасан шыв çынсемшĕн хăрушă чирсен сăлтавĕ пулма пултарассине манмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика