АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнать, паянхи кунпа савăнать

05 апреля 2008 г.

А.АСТРАХАНЦЕВА
Ăшă сăн-питлĕ, çынпа васкамасăр та сăпайлă калаçакан хĕрарăма таврара ватти-вĕтти таранах хисеплет. Пурнăçра савăнăçĕпе пĕрлех хуйхи-суйхине те курнă пулин те чунпа хуçăлман вăл, çынсене ырă канашпа сахал мар пулăшнă. Хĕрĕсем те амăшнех хунă. Пурте Мария Ивановна пекех çепĕç, çын хушшинче ĕçлекенскерсем.

Акă, Е.Маркиданова Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Т.Рубцова Туçари çемье врачĕн офисĕн ертÿçи. Елена Ильинична çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ парса ÿстерессишĕн тăрăшать пулсан, Тамара Ильинична çынсен сывлăхне çи-рĕплетессишĕн тимлет. Л.Васильева та аслă пĕлÿллĕскер. Хăйĕн пурнăçне хальхи вăхăтра çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шыв айĕнче служба тивĕçне пурнăçлакансене апат çитерессишĕн яваплă мичман.

Çуралнă кун, уявсенче пÿрт тулли хĕрĕ-кĕрÿшĕ, тăванĕсем, мăнукĕсем пуçтарăнаççĕ Патăрьелĕнчи Мария Ивановна патне. Йăх туратне малалла саракан ултă мăнук кукамăшĕн. Иккĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухма та ĕлкĕрнĕ. Виççĕшĕ каллех дипломлă специалистсем пуласшăн. Пĕри вара вуннăмĕш класа çÿрет.

– Çамрăк вăхăтра, чи йывăр вăхăтра вутра та, шывра та пултăм. Ватлăхри кунсемшĕн хĕпĕртетĕп. Ачасем, мăнукăмсем çумра, – калаçать ватлăх кунри канлĕхне çирĕплетсе М.Журавлева. Ĕçлĕ кун çулне халăх хушшинче ирттернĕ вăл. Пуçласа Ишлĕри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. 28 çултах парти ĕçне кÿлĕннĕ. Первомайски райкомĕн пропагандисчĕ, пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ пулнă.

Сителсем те çывăх пĕлеççĕ Мария Ивановнăна. Çур ĕмĕр каялла кунти пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçленĕ педагог.

Пурнăç çулĕ М.Журавлевăна Пăлапуç Пашье-лĕнчи, Тăрăнти, Сăкăтри вĕрентÿ çурчĕсене çи-тернĕ. Чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ вăл вĕсенче. Анчах шкул çулĕсем сисĕнмесĕр иртеççĕ çав. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать те вĕçленнине туймастăн. Урок хыççăн урок, черетлĕ класс тулашĕнчи мероприятипе занятисем...

– Ĕçĕме юрататтăм, – аса илет Мария Ивановна, – класа кĕрсен 20-25 мăшăр куç учитель енне тинкеретчĕç. Пурин те вĕренес ĕмĕт пысăкчĕ. Паянхи евĕр питĕ çи-пуç тăхăнайман вĕсем. Хырăм выççине шута хуман. Пир е шăтăклă ал шăлли тăрăхĕнчен хул урлă çакса ямалла çĕленĕ сумкăна чернил кĕленчипе пероллă ручка чиксе çÿрекенсемех çирĕп ăс-тăнлă пулчĕç. Шкулсенчи выпускниксенчен ертÿçĕсен йышĕ пысăк. Инженер, агроном, строитель, педагог пулнисем сахалăн мар. Хам евĕр пенсие тухнисен йышĕ те ÿссех пырать.

Хăй вĕрентнĕ ачасен ачисене те пĕлÿ пама тÿр килнĕ Мария Ивановнăна. Вĕсене ашшĕ-амăш пек тĕслĕхлĕ пулма сĕннĕ.

Ĕçĕ харама кайман М.Журавлевăн. Ырă ĕçшĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юбилейлă çулĕсенче панă наградăсем пур унăн. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман ветеран. “Батыревское” ял хуçалăх предприятине тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте пулăшнă. Ултă çул виçе хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Уй-хиртен кĕрекен тыр-пула тараса витĕр кăларнă.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар теççĕ. Тăххăрмĕш теçеткере пурăнакан М.Журавлева паянхи кунпа савăнать. Мăнукĕсен ырлăхĕпе киленсе сывлăхпа пурăнма ĕмĕтленет.

Юратнă амăшĕн, кукамăшĕн ытамĕнче пурте хăйсене телейлĕ туяççĕ. Мария Ивановна кун çулне вăрăмлатассишĕн кашниех тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та ăна черетлĕ çуралнă кунĕпе саламларĕç. Çак салам çумне районти “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова та хутшăнать. Пуçламăш классенче вĕрентнĕ учительницине, класс ертÿçи пулнă педагога хăйне пурнăç çулĕ çине кăларас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн чун-чĕререн тав туса çăл куç шывĕ пекех иксĕлми сывлăх, телейлĕ кун-çул, сурпан пек вăрăм ĕмĕр сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика