АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ сăн ÿкерчĕк

05 апреля 2008 г.

Б.КОШКИН, ĕç ветеранĕ

Кашни çыннăн хăйне кура мĕнле те пулин туртăм пур. Эпĕ тăтăшах Аслă Аттелĕх вăрçă хыççăнхи колхозсен, ял аталанăвĕ, вĕсен ĕçченĕсен шăпи пирки интересленетĕп, çакнашкал паха информацисене çамрăк ăру пĕлтĕр тесе тăрăшатăп. Çавна пулах-тăр ман пата шкул ачисем йăх тымарĕ тума е паллă çынсем çинчен сочинени çырма пулăшу ыйтма килеççĕ. Хирĕçлеместĕп, хам пĕлнĕ чухлĕ пулăшатăп. Анчах мана çакă тĕлĕнтерет. Хăш-пĕр ачасем аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ мĕн ятлине те пĕлмеççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн çитменлĕхĕ. Хăйсен ачисене икĕ-виçĕ сыпăк таран паллаштарса вĕрентмеллех. Тăванлăх тымарне татмалла мар. Çамрăксен ялти паллă çынсем çинчен те пĕлсех тăмалла. Акă, ман умра Аслă вăрçă хыççăн тунă сăн ÿкерчĕк. Çакскерсем Нăрваш Шăхалĕнчи вăйлăрах аталаннă “Восход” колхоз хастарĕсем, вăрçă хыççăн хуçалăх экономикине тĕреклетме тÿрремĕнех хутшăннăскерсем. Пĕрремĕш ретри сулахайран иккĕмĕшĕ çак колхоз председателĕнче ĕçленĕ, салтак тумне те хывма ĕлкĕреймен А.Исаев. Александр Павлович каярах вăтам шкул директорĕнче те чылай вăй хучĕ. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Унăн сылтăм енче А.Николаев председатель çумĕ, тепри А.Шайманов аслă бухгалтер. Сулахайри пĕрремĕш вара парти организацин секретарĕ пулнăскер, ферма пуçлăхĕ – К.Митрофанов утарçă.

Иккĕмĕш ретре сулахайран пуçласан О.Смирнов выльăх фельдшерĕ, И.Потапов ферма заведующийĕ (район хаçачĕн хастар обществăлла корреспонденчĕ пулнăскер), О.Иванова склад пуçлăхĕ. Ун çумĕнче 30 çул ытла ачасене вĕрентнĕ, уй-хир бригади-рĕнче те, хуçалăх ертÿçинче те тăрăшнă граждан вăрçи инваличĕ Е.Долгов.

Чикарккă туртса тăракан салтак П.Адикин нумай çул уй-хир бригадине ертсе пынă. Евдокия Павлова та тĕрлĕрен яваплă ĕçре тăрăшнă. Сăмах май, вăл Аслă Аттелĕх вăрçин фондне хăй вăхăтĕнче 1000 тенкĕ укçа хывнă. Е.Павловăпа юнашар тăракан А. Смирнов та тĕрлĕ яваплă ĕçре пулнă.

Хыçалти ретре И.Долгов, купăспа тăраканни А.Ахмеев, В.Фомин çар летчикĕ пулнăскер, Н.Груздев бригадир, строитель, М.Пигаваев пушар службинче чылай тăрăшнă, А.Черноглазов çак колхозăн малтанхи шоферĕ, Л.Григорьева – склад пуçлăхĕ, вĕрентекен, А.Исаев – ревкомисси председателĕ, кладовщик.

Асăннă сăн ÿкерчĕкри çынсемпе вĕсен ачисемпе мăнукĕсен чăннипех те мухтанмалăх, вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика