АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи пушарсенчен сыхланмашкăн

05 апреля 2008 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн кăтартăвĕсене пурнăçласа район пуçлăхĕ Н.Глухов 2008 çулта пушартан сыхланас тĕллевпе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттермешкĕн хушу кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн ял тăрăх пуçлăхĕсене, экономика объекчĕсен ертÿçисене ялсемпе объектсене пушартан хÿтĕлемелли мероприятисен планне хатĕрлеме сĕннĕ. Планра çуркуннехи-çуллахи тата кĕркуннехи – хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланмалли ĕçсем тĕп вырăнта пулмалла.

“Пурăнмалли вырăн – 2008” операци хатĕрленсе ирттермелле. Çав тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче, халăх йышлă пулакан вырăнсенче вут-кăвара хирĕçле ĕçсене мĕнле пурнăçланине тишкермелле. Сентябрьте хутса ăшăтмалли сезона епле хатĕрленнине тĕрĕслесе тухмалла.

Ял тăрăхĕсенче халăхпа массăллă-ăнлантаруллă ĕçе анлăн туса пымалла, курăнакан агитацие тимлĕх уйăрмалла.

Вăрман çывăхĕнче вырнаçнă экономика объекчĕсене, ялсене, сывлăх учрежденийĕсене сăнавра тытмалла.

“Пурăнмалли вырăн – 2008” операцие участокри милиционерсене явăçтармалла.

Район пуçлăхĕн хушă-вĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсене пушар гидранчĕсене, шыв тăракан вырăнсене тĕплĕн юсама сĕннĕ.

Вăрмансене пушартан сыхлас, вăрман пушарĕсем çывăхри çурт-йĕре ан сиенлеччĕр тесе халех хатĕр пулмалла.

Сиксе тухма пултаракан чрезвычайлă лару-тăру валли пурлăхпа техника, халăх пурнăçне тивĕçтерме кирлĕ ресурссене тĕплĕн шута илмелле. Ун пек ялсене çыхăнупа, шывпа, пушар сÿнтермелли хатĕрсем чи малтан тивĕçтермелле.

Пушар хăрушлăхлĕ тапхăр пуçланнă тĕле автоçулсем хĕрринчи вăрман тăрăхĕсене, электролинисене, газ пăрăхĕсене тĕрĕслесе тухмалла.

Пушара хирĕçле йĕркесемпе лайăхрах паллаштарас тĕллевпе вĕренÿсем йĕркелемелле.

Пушар сÿнтермешкĕн кирлĕ оборудованисем, станцисем яланах хатĕр пулмалла. Вĕсемпе ĕçлекенсене вĕрентессине йĕркелесен те аван.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика