АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУЯ ЭРЕХ ПУЙМА çĂМĂЛ-ШИ?

09 апреля 2008 г.

Юлашки вăхăтра Раççейре ĕçме юраман шĕвек сутакансем тата ăна ăша ярса вилекенсем нумайланчĕç. Вăтам çулти çынсем вилнĕ тĕслĕхсенчен те малти вырăна шăпах алкогольпе наркăмăшланса çут тĕнчерен уйрăлни тухать.

Çак сиенлĕ хутăша ха-тĕрлеме çăмăл. Çынсем ятарлă лавккаран хăвачĕпе 90 процента çитекен техника спирчĕллĕ шĕвек (уйрăмах машинăн шăннă чÿречине, çăрине ирĕлтерекеннине) туянаççĕ. Ăна кирлĕ хаярлăх таран шывпа хутăштараççĕ. Ытларах чух “эрех” хаярлăхне 40 процентпа танлаштарнине те асăнмалла. Кайран çак шĕвеке çынсене: “Ĕçме юрать”, – тесе сутаççĕ.

Çÿлерех асăннă мелпе хатĕрленĕ спиртлă шĕвек çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушă. Вăл патшалăх стандарчĕ ыйтнине (тутă, шăршă, тасалăх) тата физика-хими кăтартăвĕсем (хаярлăхĕ пурри) енчен тивĕçтермест. 1998 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче РФ Правительстви “Пĕтĕм чĕр тавартан хатĕрленĕ денатур продукцие патшалăх енчен регистрацилесси çинчен” 732-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн диэтилфталат пĕтĕм чĕр тавартан хатĕрленĕ шĕвекре тата этил спиртĕнче пур тăк, ăна ĕçме юраманнине, вăл туянаканăн сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн сиенлĕ пулнине асăннă.

2007 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче пĕр ялта пурăнакан Иванова (хушаматне улăштарнă – Авт.) 5 литр кĕрекен икĕ канистра машина чÿречине тасатмалли шĕвек туяннă. Вăл ăна ĕçме юраманнине пĕлнĕ пулин те сутма шутланă. Пĕр канистрти шĕвеке шывпа хутăштарнă та çур литр кĕрекен кĕленчесене янă. Çак “эрехĕн” хăвачĕ 39, 6 процентпа танлашнă. Кайран “предприниматель” тупăш тăвас шутпа пĕр кĕленчине 50 тенкĕпе сутнă.

Экспертсем Ивановăран туртса илнĕ шĕвек çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине палăртнă.

Паянхи куна Раççейре суя эрех сутса пуяс тĕлĕшпе преступлени çулĕ çине тăнă çынсене айăпланă тĕслĕх нумай. Ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пур.

Юлашкинчен çакна калас килет: наркăмăшлă эрехе туянас умĕн хăвăрăн тата ачăрăн пуласлăхĕ пирки шутлăр. Сывлăхăрпа пурнăçăршăн хăрушлăх кăларса ан тăратăр. Çак эрехе сутакансем вара йĕрке хуралçисен аллине çакланĕçех.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика