АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине влаçрисем – çирĕп тĕрĕслĕç

09 апреля 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлемелле” Çырура ĕç укçи сахал илекенсем пирки çапла каланă: “Ĕç укçи питĕ сахал илекенсем çинчен манмалла мар. Иртнĕ çул Министрсен Кабинечĕ профсоюзсем тата ĕç паракансен хушшинчи виçĕ енлĕ килĕшĕвĕн шайĕнче чи пĕчĕк ĕç укçине 3295 тенкĕрен кая мар килĕшсе палăртнă (сăмах май, Тутарстанра – 3 пин тенкĕ). Анчах çак сĕнÿсене пурте шута илмеççĕ. Апла пулсан, ыйту кун йĕркинчен тухса ÿкмен тата килĕшĕве хутшăнакансен сахал тупăшлă çынсен интересĕсене шута хуман ĕç паракансем валли комплекслă майпа витĕм кÿмелли хушма мерăсем йышăнмалла. Çавăн пекех вăрттăн тÿлекен ĕç укçине, унăн саккунсăр калăпăшĕ çулталăкне вун-вун миллиард тенкĕпе танлашать...”

Федераллă налук службин иккĕленÿ çуралать. Пĕчĕк ĕç укçи хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн объективлă результачĕ çеç мар, налук хурасран çав мелпе усă курни те. Енчен те ертÿçĕ хăйĕн ĕçченне уйăхне 3295 тенкĕрен кая тÿлесен, ăна налук органне чĕнтереççĕ, тĕрĕслев материалĕсене ĕç инспекцийĕпе право хуралĕн органне çитереççĕ. Налук органĕсем граждансене вăрттăн тÿлекен ĕç укçи пирки те йĕрке тăвас тесе тимлеççĕ.

Тĕрĕссипе вара ĕç укçине çапла пытарса кăтартни работниксен хăйсен пулас пенси укçи пирки интересленичченех тăсăлать. Ĕçлекен работниксен шалăвĕнчен Раççей Федерацийĕн Пенси фондне 14 процент куçса кашнийĕн счечĕ çине пуçтарăнать. Пĕчĕк ĕç укçинчен пĕчĕк, пысăккинчен пысăкрах куçать. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни ĕçлекенĕн ĕç укçипе влаçрисен тĕрĕслесе, интересленсех тăмалли пирки калаççĕ.

С.ГОРБУНОВ, налук службин уйрăм начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика