АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспорт илме тивĕçлĕ пултăмăр

09 апреля 2008 г.

Кашни çыншăн пурнăçăн хăйне евĕр тапхăрĕ пур. Вăл мĕнле те пулсан йĕр хăварать, паллă пулса юлать. Акă, сăмахран, çут тĕнчене ача çуралсан ăна ят хураççĕ, вăл чăнах та пурри çинчен ĕнентерекен хут – свидетельство параççĕ. 14 çул тултарсан вара пурнăçăн тепĕр яваплă тапхăрĕ пуçланать темелле. Ун чухне кашниех чăнласах та Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документ – паспорт илет. Вăл вара пурне те ĕмĕр тăрăшшĕпех кирлĕ. Нумай пулмасть çак асра юлакан кун пирĕншĕн те çитрĕ. Эпир те, саккăрмĕш класра вĕренекенсем паспорт илме тивĕçлĕ пултăмăр. Пирĕншĕн вăл чăн-чăн уяв пек çырăнса, паллă пулса юлчĕ. Ял тăрăхĕнчен килнĕ А.Яковлева пире паспорт пĕлтерĕшĕ, ăна мĕнле упрамалли, унпа епле усă курмалли, миçе çула çитсен ăна улăштармалли пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Пурнăç тăрăшшĕпе кирлĕ документа алла илнĕшĕн эпир пурте питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

И.КОШКИНА. Нăрваш Шăхаль

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика