АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Проектăн пысăк пайĕ – профилактика ĕçĕсем ирттересси

09 апреля 2008 г.

Пирĕн районта 2006 çултанпа халăх сывлăхне сыхлас енĕпе йышăннă наци проекчĕ ĕçлет. Проектăн пысăк пайĕ – профилактикăллă ĕçсем туса ирттересси, ытларах прививкăсем тăвасси. 2006 çулта 6865 ачана 3-шер хут В гепатит вакцинипе прививка тунă. Хальхи вăхăтра çак йышăн 99, 5 процентне чиртен хÿтĕленĕ. 2007 çулта наци проекчĕпе 18-тан 35 çулхи çынсене валли В гепатит вакцини уйăрнă. Кăçал пĕрремĕш, иккĕмĕш прививкăсене 4827 çынна тунă, виççĕмĕшне – 52, 8 процент пурнăçланă. Прививкăсене сентябрь уйăхĕччен вĕçлемелле. Вĕсене тума пуçланăранпа 2005-2007 çулсенче В гепатит чирĕ сайра-хутра çеç тĕл пулать.

Наци проекчĕпе 18-тан 25 çулчченхи 910 хĕрарăма хĕрлĕ шатраран прививка тунă. Юлашки хут пирĕн районта 2004 çулта хĕрлĕ шатрапа (краснухăпа) 94 çын чирленĕ, хальхи вăхăтра сайра пулать. Грипп чирĕнчен 7800 çынна прививка тунă, ку вăл районти халăх йышĕн 19, 4 проценчĕ чухлĕ.

Чирсенчен хÿтĕленни вырăнлăрах. В гепатит организмшăн питĕ сиенлĕ. Хăй хыççăн пĕвере, пĕтĕм организма нумай вăхăт хушши асаплантарать, чылай чухне рака куçма пултарать. Амăшĕн вируссем пулсан, ачана чир хырăмрах е ăна çуратнă чух ерет, вăл ар çыхăнăвĕсем урлă, юнпа, шприцсемпе яракан наркотиксемпе, лайăх çуса тасатман, стерилизаци туман инструментсемпе, шăл тасатмалли щеткăсемпе, расческăсемпе, маникюрпа педикюрсем, татуировкăсем тунă тата ытти чух та лекме пултарать. Чиртен сыхланни ăна сиплессинчен экономика енчен те, сывлăхшăн та усăллăрах. Вĕсенчен сипленмелли эмелсем е вуçех те çук, е питĕ хаклă. Акă, В гепатитпа чирлĕ çыннăн çулталăкра 2-3 хут сипленмелле, 600 пин тенкĕлĕх эмел кирлĕ.

Хĕрлĕ шатрапа хĕрарăм çие юлнă вăхăтра чирлесен, ачасем çураличченех айăплă пулаççĕ, чылай чухне ача ÿкет, çуралнисен 75 проценчĕн чĕре, юн чирĕсем пулаççĕ, куçĕсем курмаççĕ, ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлаççĕ. Асăннă чирсенчен сыхланмалли тĕп мел – прививкăсем.

Н.СЕРГЕЕВА, Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика