АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налукçăсем шута юратаççĕ

09 апреля 2008 г.

Район администрацийĕн залĕнче Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи тата районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекцийĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе канашлу ирттерчĕç. Малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов кун йĕркинчи ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕпрен илсен сăмах пурлăха шута илесси çинчен пычĕ. Хăш-пĕр çĕрте хуçасăрлăх вăй илнĕренех пушă çуртсем, строительство объекчĕсем, çĕр юхăнать. Пурте пурлăх вĕсем. Усă курмаллах кашнийĕнпе.

Районсем хушшинчи налук службин иккĕмĕш инспекци начальникĕ Е.Чернов пурлăха легализацилес йĕркепе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ялсенче пурăнакан кашни çыннăн çуртне БТИ, регистраци палати урлă кăлармаллине каларĕ. Пушă лараканнисене (енчен те хуçи çук пулсан) сутса укçине ял тăрăхĕн бюджетне хывма сĕнчĕ.

Налук хурас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Т.Тихонова çĕр налукне тÿлес йĕрке çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп специалисчĕ В.Порфирьев налук укçине почта, перекет банкĕ урлă та тÿлеме май пуррине пĕлтерчĕ.

Йĕрке пур çĕрте те кирлех ĕнтĕ. Ялсенче çĕнĕ урамсем çĕкленеççĕ. Мăрьерен тĕтĕм тухсанах çурчĕсен техпаспортне тутармалла. Унсăрăн çĕнĕ çуртсем патне электролини илсе çитерес ыйтăва та татса пама кансĕр. Газ кĕртесси те çакăнпах çыхăннă.

Ялсенче БТИ урлă тухса регистраци палатинче шута илмен çуртсем йышлă. Ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен халăхпа кун пирки ăнлантару ĕçне кирлĕ шайра туса пымаллах. Çак пĕтĕмлетÿ патне тухрĕç юлашкинчен канашлăва хутшăннисем.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика