АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок хыççăн çĕнĕ стартсем пулĕç

09 апреля 2008 г.

Чăваш Республики хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокне ирттерессипе хăй илнĕ тивĕçсене туллин пурнăçласа пырать. Çакăн пек вывод тунă çăмăл атлетика федерацийĕсен Тĕнчери ассоциацийĕн аслă органĕ – ИААФ Совечĕ Лондонра иртнĕ черетлĕ ларура. Унăн ĕçне Чăваш Енĕн ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев ертсе пыракан делегаци хутшăннă. Вăл Шупашкар майăн 9-11-мĕшĕсенче хăвăрт утас енĕпе иртекен ХХIII Тĕнче Кубокне йышăнма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. ИААФ Совечĕн членĕсем Чăваш Ен тĕнче шайлă ăмăртусем малашне те ирттерме пултарнине уйрăмах палăртнă. Çавна май Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Ханс-Йорг Вирц Анатолий Николаева континентри юниорсен чемпионатне йышăнас пирки шутласа пăхма сĕннĕ.

Хăнасен шучĕ ÿсет

Юлашки пĕлтерÿсем тăрăх, майăн 9-11-мĕшĕсенче ХХIII Тĕнче Кубокĕшĕн ăмăртма 1000 ытла çын килмелле. Вăл шута ИААФ яваплă çыннисем, 60 çĕр-шывран судьясем, спортсменсем тата журналистсем килмелле. Майăн 6-мĕшĕнче Шупашкар Чили хăнисене йышăнĕ, тепĕр кун – кореецсемпе перуанецсене. Майăн 8-мĕшĕнче командăсенчен нумайăшĕ чăваш çĕрĕ çинче пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика