АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тар тăксассăн çуркунне Тухăç пулĕ кĕркунне

16 апреля 2008 г.

Çак ытарлă сăмахсене “Батыревский” хупă акционерсен пĕрлешĕвĕнче яланах асра тытаççĕ. Кăçалхи тухăçшăн иртнĕ кĕркуннех кĕрешме пуçланă кунта. 149 гектар ыраш, 267 гектар тулă акса хăварнă. Çуркунне вĕсене апатлантарнă. Уя харăсах пилĕк агрегат тухнă. Нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, акма çĕр хатĕрленĕ. Унтан пĕрчĕллĕ культурăсем акма пикеннĕ. Кĕске хушăрах 261 гектар урпа, 267 гектар тулă, 115 гектар пĕр çул ÿсекен курăк акнă. Çак ĕçсенче Юрий Арланов, Евгений Моисеев, пĕр тăван Амирпа Рашид Яфизовсем тата ыттисем те пысăк хастарлăх кăтартнă.

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче хуçалăхра çĕр улми лартма тытăннă. Пĕрремĕш кунах çак ĕçе 8 гектар çинче пурнăçланă. “Иккĕмĕш çăкăр” 220 гектар йышăнмалла. Пĕлтĕр тухăç вăтамран гектар пуçне 340 центнерпа танлашнă. Хăш-пĕр участокра 410 центнера та çитнĕ. Çавăнпа кăçал лаптăка тата ÿстересшĕн.

Эпир пынă вăхăтра уйра ĕç вĕресе тăратчĕ. Борис Стеклов, Валерий Раков агрегачĕсем доминаторпа çĕре кăпкалатса тикĕслеççĕ. Юрий Арлановпа Александр Пыркин механизаторсем “Колнаг” агрегатпа çĕр улми лартатчĕç. Сеяльщикĕсем те вăр-вар ĕçлеççĕ. Тÿп-тÿрĕ, тикĕс йăрансем куçа илĕртеççĕ.

– Савăнсах ĕçлес килет, – терĕ Юрий Анатольевич механизатор. – Техника çĕнĕ, удобренипе, вăрлăхпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтереççĕ.

Акана хутшăнакансен хастарлăхĕ чăннипех те пысăк. Николай Журавлев, Геннадий Жидков, Александр Ресметов, Андрей Молостов водительсем çĕр улми вăрлăхне йĕтем çинчен уя турттарса тăраççĕ. Станислав Сулагаев ГАЗ-53 автомашинăпа, Амир Яфизов МТЗ-80 тракторпа удобрени кÿреççĕ. Кашниех вăхăтпа туллин усă курма тăрăшать.

– Сортсене çĕнетсех тăратпăр. “Романо”, “Нев-ский”, “Ароза” сортсемпе ĕçлетпĕр. Кăçал “Розаро” та лартасшăн. “Иккĕмĕш çăкăра” çĕнĕ технологипе çитĕн-терме вĕренсе çитрĕмĕр. Лартнă чухнех удобренипе варăнтарса, гербицидпа имçамласа, колорадо нăрри сиенлесрен “Актара” препарат сапса пыратпăр. Çак операцисене йăлтах “Колнаг” агрегат пурнăçлать, – хуçалăхри ĕçсемпе паллаштарчĕ Галина Ивановна Лялина тĕп агроном. 27 çул хушшинче хуçалăх уйĕсене çывăх пĕлсе çитнĕ вăл, опычĕ те пысăк.

Ĕçне кура – тÿлевĕ. Акана хутшăнакансем иртнĕ çул 23-шер пин тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Кăçалхи ĕмĕчĕсем те пысăк.

– Çанталăк чипер тăрсан çĕр улми лартассине 10-12 кунра вĕçлетпĕр, – теççĕ çĕр ĕçченĕсем.

В.МАЛЬЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика